Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх çĕнелни çынсене ырлăх кỹтĕр

08 сентября 2020 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ялсенчи инфратытăма çĕнетес, халăха пурăнма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тĕрлĕрен программăна, проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республикăра кăтартуллисен йышĕнче. 2020-2025 çулсенче района аталантармалли комплекслă программăпа килĕшỹллĕн инфратытăмпа çыхăннă 78 проекта тата 17 коммерци проектне пурнăçламалла. Çак ĕçсене укçа-тенкĕ çине куçарсан 3255,13 миллион тенкĕ пулать. Нухратăн 61 проценчĕ федерацин, 39-шĕ республика хыснисенчен каять. Унсăр пуçне коммерци проекчĕсем 400 миллион тенке яхăн. Тĕрлĕрен программăпа проекта реализацилес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартса ĕçлекенсенчен пĕри - Шăнкăртам ял тăрăхĕ. Çак кунсенче эпир унăн пуçлăхĕпе Минсур Харисович Валитовпа тĕл пултăмăр, ку таранччен пурнăçланă ĕçсем, малашлăх тĕллевсем пирки калаçу пуçартăмăр.

- Минсур Харисович, ытти ялсене кỹрентерес тесе мар, çапах та сирĕн ял тăрăхĕнчи Шăнкăртам та, Кзыл-Камыш та юлашки çулсенче чылай улшăнчĕ, çĕнелчĕ. Çакна эсир чăн малтанах мĕнпе çыхăнтаратăр?

- Кирек мĕнле ĕçре те влаçпа халăх хушшинчи ăнланулăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тĕп тĕллевĕ-_ халăх ыйтăвне, аксакалсен шухăшне, хисеплĕ ĕç ветеранĕсен опытне тĕпе хурса ĕçлесси. Çăмăлах мар яваплă ĕçе эпĕ те çапла йĕркелесе пыма тăрăшатăп. Пĕрлехи вăйпа ĕç кал-кал пулса пырать. Пĕччен сурнипе çеç кỹлĕ тăваймăн. Депутсем, аксакалсен обществи, тĕн управленийĕ тата ыттисем те ял малашлăхĕшĕн тăрăшни чăнах та паян куç умĕнче темелле.

- Чăваш Республикинче 2017 çултанпа вырăнти граждансен пуçарулăхĕпе тăвакан проектсене пурнăçа кĕртесси йăлана кĕчĕ. Эсир ял тăрăхĕнче мĕнлерех ĕçсем тума пултартăр-ши?

-Çак программăна кашни çул хутшăнма тăрăшатпăр. Шăнкăртамра çеç пирĕн 30 ытла урам. Малтанхи çулах ялти Вахитов ячĕллинче автоçула (4,7 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсарăмăр. 2018 çулта вара сакăр урамри çутă юпине çĕнетсе улăштартăмăр, модернизацилерĕмĕр. Пĕлтĕр пуçару бюджечĕпе Шăнкăртамри Чкалов урамĕнче ача-пăча лапамĕ уçрăмăр, Кзыл-Камышра хыт-хура ашкăрса ларакан вырăна тасатса ял çыннисем, ачасем валли хăтлă кану паркĕ турăмăр. Паян вăл чăннипех те ял илемĕ шутланать.

- Чылай чухне ял çыннисем урамсенче çутă çукки, çулсем япăххи пирки калаçу пуçараççĕ. Çак ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыратăр?

- Ял тăрăх депутачĕсен ăнланулăхĕпе тăрăшулăхĕ çынсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. "Халăх тарçисемпе" пĕр шухăшлă пулса 2016 çултан пуçласа кашни çулах урамсене ку чухнехи çутăпа тивĕçтерес тесе поселени хыснинчен укçа-тенкĕ уйăратпăр. Çутă ыйтăвĕ ялта татăлнă. Çулсене юсассипе те ĕçлесе пыратпăр. Эпир республикăри "Пĕчĕк интенсивлă куçăмлă автомобиль çулĕсем тăвасси" программăпа тухăçлă усă куратпăр. Чебоксарская, Ленин, Полевая, Тукай, Кооператив, Ирĕклĕх (Свобода) урамĕсене çак программăпа тума палăртнă. Вĕсенче пуринче те асфальт çул пулать. Юлашки тăватă çулта Кзыл-Камышри Çĕнĕ (Новая) тата Кивĕ (Старая), Шăнкăртамри Чебоксарская урамсенче асфальтлă çул сарнă. Кăçал Полевая урама биокаяшсене тирпейлекен цех таран çула тирпейлеме палăртнă. Унăн пĕр пайне вĕçленĕ ĕнтĕ, теприне 2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла.

Ку тĕлĕшпе малашлăх плансем пирки те асăнса хăварасшăн. 2021 çулта Шăнкăртамри Ленин урамне çĕнĕрен тума федераллă программăна кĕнĕ. 4,5 метр сарлакăш строительство проектне Ф. Чабатов фермер тума пулăшнă. Паянхи кун çула 5,5 метр сарлакăш анлăлатссипе ĕçлетпĕр. Ку ĕçре Д. Земдиханов предприниматель пысăк пулăшу кỹрет. Тукай, Кооператив, Ирĕклĕх урамĕсенчи çулсене тăвасси Патăрьел районне 2020_2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программине кĕнĕ.

- Шăнкăртамра хăтлă та капăр çуртсем пĕринчен тепри куçа илĕртеççĕ. Ял çĕнелет. Хальхи вăхăтра, акă, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шул çумĕнче 120 вырăнлă хушма çурт тăвас ĕç те хĕрсех пырать. Инфратытăма улăштармалли, ял халăхĕ валли пурăнма лайăх услови туса памалли ытти проектсем те пур-тăр-ха?

- Çапла, аукционра контракт выляса илнĕ "Булат" пĕрлешỹ паян шкул çумĕн- чи хушма здание тунă çĕрте тăрăшать. Объект пĕчĕк мар - 115,3 миллион тенкĕлĕх. Ăна çитес çулхи Пĕлỹ кунне хута ярасшăн. Çак вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçлеме пикенсен ялта икĕ сменăпа пĕлỹ илес ыйту та татăлĕ. Пĕрлех шкул çуртне те тĕпрен юсасшăн. Хальхи вăхăтра ялти "Ромашка" ача садĕнче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Проектпа кунти ĕçсем 18,3 миллион тенкĕлĕх. Шăнкăртамри халăх шутне илес пулсан ялта виçĕ врач амбулаторийĕ кирлĕ. Хальлĕхе пуррисенчен иккĕшĕ те кивĕ. Çавăнпа та ялта икĕ врач амбулаторийĕ тăвассине те районăн комлекслă программине (2021, 2023 çулсенче тумалла) кĕртнĕ.

- Минсур Харисович, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шăнкăртамсене физкультурăпа спорт комплексĕ пуласси пирки те савăнтарчĕ. Ку ыйтупа мĕн каланă пулăттăр-ши?

- Ял тăрăхĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри кунта пурăнакансене сывлăха çирĕплетме кирлĕ услови туса парасси. Шăнкăртамра физкультурăпа спорт комплексĕ тăвас ыйтупа 2014 çултах проект тунă. Анчах бассейнлă спорт çуртне тытса тăма питĕ хака ларать, çулталăкне 7 - 8 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кирлĕ. Шел, ял тăрăхĕн хысни ун пек пуян мар. Çавăнпа та Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пирĕн яла пĕрремĕш хут килсе "Западный" микрорайонпа паллашнă хыççăн ФСКна çак таврашра тума сĕнчĕ. Хальхи вăхăтра спорт комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлеме пуçланă. Ăна та районăн комплекслă программипе килĕшỹллĕн 2021 çулта тума пикенмелле.

- Ваттисем пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенĕ. Сирĕн ял тăрăхĕнчи çынсен йышĕ 6 пинрен те иртсе кайрĕ. Çăмăл мар "тиеве" вырăнтан тапратма ансат мар пулĕ?

- Паллах, йывăр. Чăн малтанах вырăнти муниципалитетăн ĕçĕнче обществăлла канаш, ял тăрăхĕн тата район Пухăвĕн депутачĕсем, предпринимательсем, вĕрентỹ учрежденийĕсемпе Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕ пĕр чăмăрта пулни пĕлтерĕшлĕ. Ял халăхне те уйрăм тав сăмахĕ каласа хăвармалла. Эпир савăнăçа та, хуйха та (ун пекки ан пултăр) пĕрле пайлама тăрăшатпăр. Сăмах май каласан, Шăнкăртамра çеç 8 мечĕт, "Гулистан" медресе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, çамрăксене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшаççĕ, патриотла воспитани параççĕ, ваттисене хисеплеме, ырă та пархатарлă ĕçсем тума вĕрентеççĕ.

- Тавах сире калаçушăн. Пурнăçра ăнăçу, пысăк ăнланулăх, çитĕнỹ сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика