Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнетнĕ вулавăша - ентешрен çĕнĕ кĕнеке

28 августа 2020 г.

Нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем тĕпрен юсанă вулавăшра çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме пуçларĕç. Малтанхи вулакансем районăн тĕп "кĕнеке тĕнчипе" паллашма та ĕлкĕрчĕç. Юсав хыççăн капăрланса хăтлăланнă библиотекăна парне кỹрекенсем те тупăнчĕç. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти "Технологипе управлени академийĕ" коммерциллĕ мар професси вĕрентĕвĕн хăй тытăмлă организаци ректорĕ, биологи наукисен докторĕ, РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ, Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Иван Селиванов профессор "Мемуары длиною в жизнь" кĕнекине асăнмалăх парнеленĕ. Иван Михайлович 300 ытла наукăпа вĕрентỹ ĕçĕсен, 3 монографи, чылай изобретени авторĕ. Ветеринари наукин ăста специалисчĕн тĕрлĕ шайри наградисем те сахал мар. Автор библиотекăна парне тунă кĕнекере шăпах Иван Михайловичăн наука каçалăкĕнчи ĕçĕсем, унăн кун-çулĕ пирки вуласа пĕлме пулать. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика