Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масарсене çÿрессине вăхăтлăха чарнă

02 июня 2020 г.

Май уйăхĕн 29-мĕшĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешессипе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ. Унта Роспотребнадзорăн Чă­ваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Н.Луговская çывхарса килекен Çимĕк умĕн асăрхаттару енĕпе йышăннă хыпарсене халăха вăхăтра пĕлтерме чĕнсе каланă. «Çимĕк кунĕ масарсенче халăх пуçтарăнать, ытти регионтан та килеççĕ. Çынсем апат-çимĕç, ĕçме-çиме илеççĕ, пĕр савăт-сапапа хăналама тытăнаççĕ. Çав хушăра масар çинче харпăр хăй гигиенине пăхăнманнине те курма пулать. Тепĕр тесен условисем те çук. Кун пек лару-тăрура коронавируспа чирлекенсен йышĕ ÿсме пултарать», - тесе палăртнă республикăри тĕп санитари врачĕ. Регионта пурĕ 944 масар пуррине шута илнĕ.

Н.Луговская каланă сăмахсемпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев та килĕшнĕ. Граждансене масар çине кайма юраманни пирки май килнĕ таран пĕлтерес тесе вăл смс-хыпарсем ярса парас ĕçе йĕркелеме хушнă. Палăртнă кун чиркÿсене те кайма тытăнса тăмалла. Асăрхануллă пулни, сывлăха упрани хамăршăнах усăллă пулĕ. Çирĕп мерăсене пăхăнма тăрăшмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть.

Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешессипе ĕçлекен Вăрмар районĕнчи оперативлă штаб та ЧР Пуçлăхĕн ти­вĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Ни­колаев тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Н.Луговская каланисемпе килĕшсе ти­вĕçлĕ мерăсем йышăнать. Çимĕк кунĕнче чиркÿсене те, масар çине те кайма тăхтаса тăмаллине палăртать. Сывлăх пуриншĕн те хаклă пулнине асра тытмаллине асăрхаттарать.

А.ВАСИЛЬЕВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

«Çимĕк кунĕ çывхарса килнине пур­те пĕлеççĕ, кĕтеççĕ. Пирĕн ку тĕн­черен куçса кайнисене хисеплемелле пулсан та коронавирус алхаснă вăхăтра çын нумай пуçтарăнакан вырăна кайма тăхтаса тăмах тивет. Хисеплĕ район çыннисем! Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешмелли тапхăрта асăрханулăха ÿстермелле. Район­ти ял тăрăх администрацийĕсенче вăй хуракансен халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерессине йĕркелесе çын тăтăшах çÿрекен вырăнсенче пĕлтерÿсем çырса çакмалла».

Л.ЕРМОЛАЕВ, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ, V благочиннăй округăн благочиннăйĕ:

«ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăç­лакан О.Николаев тата Рос­потребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Н.Луговская каланисемпе пирĕн килĕшмеллех. Çĕр çинче пурăннă вăхăтра сыв­лăхран хакли çук. Тăванăмăрсем, чир­кÿне, масарсем çине каяссине те тăхтама ыйтаççĕ пулсан - пирĕн пурнăçламалла. Çимĕк кунĕ масар çине кайса ĕçсе-çиме юраманнине эпир ахаль чухне те халăх хушшинче калаçатпăр. Масар çине кайса эрех-сăрапа иртĕн­ни вăл ку тĕнчерен куçса кайнисене хисеплеменнинех пĕлтерет. Халĕ пурнăçĕ урăхларах килсе тухрĕ пулсан мĕн тăвăн. Каланине итлемелле. Чиркÿсене те, масарсем çине те кай­ма май килменрен кашни харпăр хăй килĕсенче вилнĕ çынсене асăнмалли Лития вуламалла. Ку усал чир вăрăма тăсăлмĕ, чиркÿсене те, масар çине те кайма çул уçăлĕ. Ан пăшăрханăр, Турăпа пĕрле чунри лăпкăлăха упрăр».

Ю.МИХЕЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ:

«Юлашки вăхăтра коронавирус­ран асăрханса тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Акă, иртнĕ кун ЧР Пуçлăхĕн ти­вĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Ни­колаев тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Н.Луговская çак чир ытлашши сарăлса каясран асăрханса çитсе пыракан Çимĕкре масарсем çине тата чиркÿсене кайма чарнă. Çак йĕркене пирĕн ра­йонта та пăхăнса пымалла. Эпир хамăр енчен килекен пур мероприятисене те хутшăнăпăр, обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе халичченхи пекех сăнаса тăрăпăр.

А.НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика