Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аксакалсен канашĕ ырă йăлана манăçа кăлармасть

21 августа 2020 г.

ШĂНКĂРТАМ ял администрацийĕ çумĕнче йĕркеленĕ аксакалсен канашĕ чылай ĕçре хăйсен хастарлăхне кăтартать. Çав вăхăтрах вĕсем ырă йăласене та манăçа кăлармаççĕ. Çак кунсенче çеç хисеплĕ ватăсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕн представителĕсемпе Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче, Кзыл Камышра вĕренекен йывăр шăпаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи 24 ачана çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленме 3500-шер тенкĕ укçа валеçнĕ. Пулăшушăн хăшĕн-пĕрин савăнăç куççулĕ те тухнă. Çыннăн кăмăлне тупма та, ăна кỹрентерме те нумай кирлĕ мар теççĕ-çке...

Аксакалсен канашĕн председателĕ Рауф Хафизов пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех ял тăрăхĕнче 80, 85, 90 çул тултаракан çемье пуçлăхĕсене те юбилейсемпе чыслăн саламлаççĕ. Кăçал та çак сăлтавпа 14-шне чыс тума ĕлкĕрнĕ: кашнинех саламлă открытка, пуçа тăхăнмалли тỹпеттей тата ялти Тĕп мечетĕн сăн ỹкерчĕкне парнеленĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика