Кильдюшевское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂВАПЛĂ ĔÇЕ – ЙЫШПА

15 августа 2020 г.

СĂВАПЛĂ ĔÇЕ – ЙЫШПА

Юлашки вăхăтра вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси анлă сарăлчĕ.

Çак юхăм, çаплах палăртас килет, халăх хăй пурăнакан территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçлама патшалăх укçан 60 процентне хывиччен, 40-шне вара, маларах, вырăнта тупмалла. Çавна май кашни çын пуçарулăх, активлăх кăтартнинчен нумай килет проекта çул парасси.

Пуçару бюджечĕн тивлечĕпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче те туллин усă курма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул Тĕмер, Кармал ялĕсенче вырăнти халăх теветкеллĕ пулнăранах масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, картасене, вăхăтлăх çуртсене юсанă-çĕнетнĕ. Кăçал вара Хăвăлçырмасемпе Кÿлпуçсем «эстафетăна» малалла тăснă. Пĕрлехи вăйпа масар алăкне, картине тимĕртен эрешлесе вырнаçтарнă. Вăхăтлăх пухăнмалли çурт та вĕр çĕнĕ. Аслă çул хĕрринчех те, питĕ илемлĕн курăнаççĕ.

Асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме патшалăх 818 пин те 900 тенкĕ уйăрнă, ытти 40 проценчĕ вара икĕ ялти халăх ăнланулăхĕпе хастарлăхĕнчен килнĕ. Ниме чăвашсен чи пĕлтерĕшлĕ йăла-йĕрки пулса çирĕпленнĕрен, нумайăшĕ «пĕрлĕхре – вăй» ăнлава мала хурса тăрăшнă. «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество /тĕп директорĕ Хасиятулла Идиятуллин/ ял тăрăхĕн пурнăçĕнчен нихăçан та аякра тăмасть – тăтăшах пулăшу кÿрет. Хальхинче те дирекци хуçалăх нухратĕнчен 100 пин тенкĕ уйăрнă. Хăвăлçырма каччи, Шупашкарти «ЮККА» строительство фирма пуçлăхĕ Юрий Краснов та яланхиллех ырă кăмăллисен йышĕнче: вăл 50 пин тенкĕ хывнă. Списока тăсма та пулать.

Пĕлтерĕшĕ вара урăххинче. Йăх-несĕл, çывăх тăвансем ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă вырăна яланах тирпейлĕхре, хăтлăхра тытса тăрасси. Вăл – тивĕç. Чун-кăмăл туртăмĕпе, чĕре хушнипе пурнăçланă унти ĕç – сăваплă. Ытлашши каланă пек ан пултăр та, вăхăт çитсен пурин те çул çавăнталла. Апла-тăк «халăх сурать – кÿлĕ пулать» каларăша ăша хывса ялта пурăнаканăн ял çыннисемпе пĕр тĕвре пулмалла. Пархатарлă ĕç вара çĕре ÿкмест.

Хăвăлçырмасем иртнĕ çул та ниме вăйне тĕпе хурса курăмлă тĕслĕхсемпе палăрнă: укăлчана капмар стела вырнаçтарни, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсани епле мăнаçлану ан çураттăр.

Ан иксĕлтĕр пуçару…

Н.ФЕДОРОВ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика