Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИЛĔК КАНДИДАТ ХУТШĂНАТЬ

06 августа 2020 г.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене регистрацилессине вĕçленĕ. Вĕсем – пиллĕкĕн.

Июлĕн 31-мĕшĕнче Тĕп суйлав комиссийĕнче Олег Николаева кандидат удостоверенине панă. Вăл регистраци процедури витĕр чи кайран тухнă. ЧР Пуçлăхне суйланма кандидата хăй тĕллĕн тăнăран ĕç ушкăнĕн ăна ырласа муниципалитетсен депутачĕсем çеç мар, суйлавçăсем алă пуснине те тĕрĕсленĕ – йĕрки çапла.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Раççей либерал-демократсен партийĕн представительне Константин Степанова та çак кунах кандидат удостоверенине панă. Вăл тата политика партийĕсен тепĕр икĕ представителĕ – Александр Андреев /РФ Коммунистсен партийĕ/, Николай Степанов /«Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ»/ – июлĕн 29-мĕшĕнче регистраци витĕр тухнă. Сергей Матвеев /«Раççей патриочĕсем»/ вара – вĕсенчен пĕр кун маларах. Тĕп суйлав комиссийĕ асăннă кандидатсен докуменчĕсене тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсем тупман. Вĕсем пурте муниципалитет «фильтрĕ» витĕр йĕркеллех тухнине палăртнă.

Александр Цветков палăртнă тăрăх, Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн сасăлавĕ виçĕ куна тăсăлĕ: сентябрĕн 11-мĕшĕнче пуçланса сентябрĕн 13-мĕшĕнче каçхине вĕçленĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика