Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллăхçăсене кăкăр паллипе чыслĕç

04 августа 2020 г.

Ырă кăмăллăхçăсене кăкăр паллипе чыслĕç

Нумаях пулмасть РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртнĕччĕ. Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Конституци волонтерĕсемпе» тĕл пулчĕ.

Чăваш Енри 273 çын çак йыша тăма кăмăл тунă. Волонтерсен корпусне Шупашкарти çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче йĕркеленĕ. Центр директорĕ Юлия Аланова каланă тăрăх, хастарсен йышне тăмашкăн нарăс уйăхĕнчех заявкăсем йышăнма тытăннă. Коронавирус инфекцине пула çамрăксен онлайн мелпе вĕренме тивнĕ. Вĕсем ятарлă порталта лекцисем итленĕ. Занятисене видеоконференци мелĕпе те ирттернĕ. Ку ĕçе экспертсем хутшăннă.

«Конституци волонтерĕсем» ватăсем патне шăнкăравласа сасăлав иртесси, Конституцие мĕнле тÿрлетÿсем кĕртме палăртни, вĕсен килтех сасăлама май пурри пирки хыпарланă. Пурĕ 35 пин шăнкăрав тунă.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев волонтерсен çăмăл мар вăхăтра ĕçлеме тÿр килнине палăртрĕ, вĕсене тав турĕ. Республика ертÿçин шухăшĕпе, ку та хăйне евĕр опыт. Хастарсем кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама пултарнине тепĕр хут çирĕплетсе кăтартнă.

Олег Алексеевич çамрăксене ырă хыпар пĕлтерчĕ: паян вăл ырă кăмăллăхçăсене кăкăр паллипе чыслассипе çыхăннă хушăва алă пуснă. Хастар çамрăксем ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçееççĕ, анчах пĕр хут çеç. Нумаях пулмасть пĕр волонтер Олег Николаев патне сĕнÿпе тухнă: стипендие темиçе хут илмешкĕн майсем тума çук-и? Республика ертÿçи çакна вĕрентÿ министрне Сергей Яковлева шута илме ыйтрĕ.

 

ШУХĂШ:

Игорь ФИЛИППОВ, регионти корпус ертÿçи:

— Пирĕн ĕçе хаклани пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах волонтерсене тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн пандеми вăхăтĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çамрăксем лару-тăру çăмăл мар пулнине пĕлсен те хирĕçлемерĕç, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç.

Юлия СЕРЕБРЯКОВА, волонтер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки:

— «Конституци волонтерĕсен» йышне тăма кăмăл пуррисенчен заявкăсем йышăнма тытăнсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те айккинче юлмарĕ. 400 ытла студент заявка пачĕ. Çĕртмен 16-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпир ватă çынсене шăнкăравларăмăр, вĕсен килтех сасăлама май пуррине каласа кăтартрăмăр. Чылайăшĕ вĕсене тимленĕшĕн савăнчĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика