Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕлĕкхи мелпе текех ĕçлеймĕн»

24 июля 2020 г.

РФ Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - 2024 çулччен ял хуçалăх кооперацийĕсене аталантарасси. Кооперацисем ял хуçалăх таварне туса илекенсен, пĕчĕк формăллă хуçалăхсен, потребитель обществисен чĕр таварне рынокра тупăшлă вырнаçтарма, ял территорийĕсене аталанма пулăшмалла.

Малашлăх - кооперацисенче

Патăрьел районĕнче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Вĕсем пурлăхпа техника базине çирĕплетме патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ. Сăмахран, 16 кооперативран 7-шĕ «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» наци проектне кĕрекен «Фермерсемпе ял хуçалăх кооперацине пулăшасси» программăпа грант илме тивĕçнĕ. Çав шутра кăçал «Лук-Агро», «Батырь», «Молочные зори», «Агро-культура» кооперативсем. Вĕсем çине тăрса ĕçленине кура хушма тата фермер хуçалăхĕсем те йыша туртăнни сисĕнет. Юлашки вăхăтра районта çĕнĕрен çĕнĕ производство об˜/екчĕсем çĕклеççĕ, хăйсен вăйĕпе çулсене, территорие йĕркене кĕртеççĕ, пĕчĕкрех хуçалăхсене пĕр вăя чăмăртанса аталанма пулăшаççĕ. Ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Акă «Баракат», «Эко Продукт» кооперативсем аш-какай тата сĕт тирпейлекен цехсем тăваççĕ. «Молочные зори» ЯХППК талăкра 100 тонна типĕ сĕт хатĕрлекен завод çĕклетĕ Объект хута кайсан Патăрьел тăрăхĕнче сĕт туса илекенсен чĕр таварне вырнаçтарассипе йывăрлăх пулмĕ. «Агро-Союз» кооператив та ăнăçлă аталанса пырать. Хальхи вăхăтра вăл 5 фермер хуçалăхне пĕрлештерет.

Ял хуçалăх кооперацийĕсем пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕпе çĕршывра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри АПКн «Ылтăн кĕркунне» куравĕнче «Баракат» СССППК «Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ» номинацире бронза медале тивĕçнĕ.

Патăрьел районĕнчи кооперативсем аш-какай, сĕт туса илессипе, тирпейлессипе ытларах аталаннă. Иртнĕ çулсенче йыша севок сухан çитĕнтерекенсем те хутшăннă. Ку тăрăхра анлă сарăлнă культурăсенчен пĕри вăл. Çакна палăртмалла, çĕршыва 35-40 пин тонна севок кирлĕ пулсан 40 процентне Патăрьел тăрăхĕнче çитĕнтереççĕ. 100 ытла фермерпа 3 пине яхăн хушма хуçалăх асăннă культурăна туса илет.

Унччен çак ĕçе алăпа пурнăçланă пулсан халĕ техника ытларах хуçаланать. Культурăна туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă кураççĕ. Чĕр тавара упрассине, управа хуриччен тасатса типĕтессине те лайăхлатсах пыраççĕ. Ун валли ятарлă техника туянаççĕ. Кирлĕ оборудовани тупса илме йывăртан, хаклăран хăшĕ-пĕри ăна хăех ăсталать. Юлашки вăхăтра севок сухан упрама вун-вун управ тунă, çав шутра хушма хуçалăхсенче те. Чĕр тавар тĕрлĕ региона ăсанать.

Пĕччен хулă хуçăлма пултарать

Кивĕ Туçари Кузнецовсем те вунă çул ытла севок сухан туса илеççĕ. Çакна çемье пуçĕ Валерий Леонидович пуçарса янă. Каярахпа ĕçе ывăлне те явăçтарнă. Фермер хуçалăхĕ аталаннă май усă куракан çĕрсен лаптăкĕ пысăкланнă. Пахча çимĕçе шăварассине йĕркеленĕ. Çакă тухăçа палăрмаллах устернĕ. Машинăпа трактор паркĕ те пуянланнă.

Чăваш Енре севок сухан туса илекен районсем сахал пулин те, чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарма çăмăл мар-мĕн.

Иртнĕ çулсенче акă рынокра чĕр тавар ытлашшипех пулнăран япăх сутăннă е сая кайнă. Рынокра тытăнса тăма паха тавар туса илмелле. Çултан-çул пĕр лаптăкра туса илни пахалăха чакарать.

- 2018 çулта отрасле çĕнĕ шая çĕклеме ял хуçалăх потребитель кооперативне «СССППК» йĕркелеме йышăнтăмăр. Хальхи рынок тапхăрĕнче пысăк мар хуçалăхсен кооператива пĕрлешсен кăна малалла аталанма çул уçăлать. Ĕлĕкхи мелпе текех ĕçлеймĕн. «Пĕччен хулă хуçăлать», - тенĕ халăхра. Пĕччен тапаланнипе аталанма, рынокра тытăнса тăма йывăр. Рынок улшăннă май ял хуçалăх продукцине туса илекенсен те унран юлмалла маар, пурнăç ыйтăвне тивĕçтермелле. Пĕр тĕслĕх кăна илер-ха, 5-6 çул каялла севок сухана чĕркемсĕрех сутнă, тиркешекен пулман. Халĕ вара туянакансем тавара 20-шер килогрампа виçсе чĕркеме ыйтаççĕ. Вăхăт иртнĕ май унран та пĕчĕкрех чĕркемлине те килĕштерĕç. Тавара тупăшлă вырнаçтарма ирĕксĕрех çĕнĕлле ĕçлемелле, улшăнмалла. Фермер, хушма хуçалăхсен рынок хыççăн ĕлкĕрсе пыма йывăртарах. Мĕншĕн тесен çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмешкĕн оборудование улăштармалла, вĕсем вара хаклă. Йышпа йывăрлăха çĕнтерме çăмăлрах, çав шутра продукцие сутассипе те, - палăртрĕ Валерий Кузнецов.

Ĕçченсем «Лук-Агро» кооператив ятне пĕрле канашласа йышăннă. Çапла майпа суханпа ĕçленине кăтартма тăрăшнă. Йыша культура туса илессипе пуян опыт пухнă 9 хушма тата 7 фермер хуçалăхне йышăннă. Ĕçе тытăниччен умри аталану çул-йĕрне палăртнă. Кашнин шухăшне шута илме тăрăшнă. Халĕ кооперативăн усă куракан çĕрсем 500 гектар ытлаĔ çав шутра севок сухан 150 гектар йышăнать.

- Кооператив тĕллевĕ - фермер тата хушма хуçалăхсем туса илекен севок сухана йышăнса упрасси, çур енне тупăшлă вырнаçтарасси. Кĕскен каласан, кооператив членĕсен тупăшлăхне устересси. Хальлĕхе эпир 16-ăн кăна-ха. Пĕрле вăй хурас текенсем татах пур, анчах пурне те йышăнма пултараймастпăр. Кооператива кĕрес тесен хушма хуçалăхĕн- 0,50, фермер хуçалăхĕн 2 гектартан кая мар севок сухан çитĕнтермелле. Заявлени панă хыççăн правлени пăхса тухать, йышăну кăларать. Мĕн пур çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр, - ăнлантарчĕ вăл.

Кăçал «Лук-Агро» СССППК «Фермерсемпе ял хуçалăх кооперацине пулăшасси» программăпа патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă май кооператив членĕсем те укçа хывнă, 40 процент таранах. Грант тивĕçни ĕçченсене савăнтарнă, малалла аталанма çул уçнă. Укçапа севок сухана татакан тата тасатакан оборудовани илесшĕн. Ун пекки Патăрьел тăрăхĕнче çук-мĕн.

Опыт пухма, ыттисен ĕçĕпе паллашма кооператив членĕсем ытти региона, çĕршыва те çитеççĕ. Курни-илтнине вырăнта пурнăçа кĕртеççĕ.

- Чĕр тавар ăçта ытларах каять.

- Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне сутатпăр ăна, Хабаровск крайне, Барнаула, Амур облаçне… Малашне федерации суту-илу çурчĕсене те тухасшăн. Пирĕн 1,5 пин тонна севок сухан вырнаçмалăх управ пур. Сахалрах вăл, çавăнпа йышпа татах тума палăртрăмăр, - пĕлтерчĕ Валерий Леонидович. - Тин йĕркеленнĕ кооператива çĕкленме çăмăл мар. Çапах пĕрле, пĕр шухăшпа ĕçлесен çитĕнусем тума пулатех. Эпир 5 çуллăха аталану çулне палăртнă. Унпа килĕшуллĕн ĕçлесе пыратпăр. 2024 çул тĕлне пирĕн 4 пин тонна севок сухан туса илмелле. Çакна пурнăçлатпăрах. Ун валли техника çителĕклех. Голландирен комбайн та туянтăмăр. Талăкра 5 гектар çинчен кăларса пуçтарать вăл. Техника ĕçе палăрмаллах çăмăллатать, хăвăртлăх та усет. Вăй çитерсен кун пеккине тепре илесшĕн-ха.

Патăрьел суханĕ ют çĕршыва та каять-мĕн. Молдова, Беларуç çĕршывĕсене 200 тоннăна яхăн ăсатнă. Экспорт калăпăшне малашне те устересшĕн.

- Республикăра ял хуçалăх кооперацийĕсем вăй илейменни мĕнпе çыхăннă-ши?

- Çынсем çĕнĕлĕхе ăнланса пĕтейменни, ĕçе йĕркелесе ертсе пыма шанчăклă çын çукки, укçа çитсе пыманни кооператив юхăмне вăй илме чăрмантарать. Халăха ăнлантармалла, кăтартса пымалла.

«Лук-Агро» кооперативăн пурлăхпа техника бази çирĕп,19 трактор, комбайн, ытти оборудовани пур. Шăварассине те çулсерен сарса пырасшăнĕ. Тавар пахалăхне лайăхлатмашкăн кооператив членĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Çав шутра çĕр ĕçне агротехникăна пăхăнса ĕçлеме вĕрентеççĕ.

Рынокра тытăнса тăрас тесен вĕçĕм аталанмалла, кĕрешмелле, çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмелле, çĕнĕ технологи çине куçмалла. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса аталанса юлмалла. Вĕçĕм çултен алă тăсса парасса кĕтсе лармалла маар, хамăрăн та тăрăшмалла, умри çула такăрлатмалла.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика