Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Влаçпа халăх пĕрлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ

24 июля 2020 г.

Хальхи вăхăтра вырăнти влаçпа халăх пĕр чĕлхе тупса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне ял инфратытăмне çĕнетме те, ял çынни валли пурăнма, канма хăтлă условисем туса пама та, тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртме те çăмăлтарах. Çак шухăша Патăрьел ял тăрăхĕнчи иккĕмĕш созыв депутат пулса хăйĕн тивĕçне пурнăçлакан В. Спиридонов калаçу пуçламăшĕнчех палăртрĕ.

 Район центрĕ ытти ялсемпе танлаштарсан пысăк çеç мар, кунта тĕрлĕ наци халăхĕ тата тĕрлĕ вырăнтан килсе пурăнакансем йышлă пулнăран лару-тăрăва йĕркелесе пыма та çăмăлах мар темелле. Çапах та "халăх тарçи" район, ял тăрăхĕн администрацийĕпе, депутатсемпе тата старостăсемпе пĕр тĕллевпе ĕçленине çирĕплетрĕ. "Влаçпа халăх пĕрлĕхĕ паян малашлăх валли "индикатор" евĕр. Пĕрле чухне кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулать. Вырăнти депутатсемпе эпир çапла тăватпăр та. Çулсене тирпейлес, ача-пăча площадкисене тăвас е çĕнетес ыйтусене те яланах ял пуçлăхĕпе пĕрле сỹтсе яватпăр, ку тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕрен программăна явăçма тăрăшатпăр", - терĕ Валерий Васильевич.

Ял халăхĕпе килĕштерсе ĕçлеме ĕç опычĕ те, хисепĕ те çителĕклĕ. Унăн ĕç стажĕ 40 çула яхăнах. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче хуçалăх ĕçĕсен заведующийĕнче тăрăшакан специалист ĕç стажне те çак вĕренỹ учрежденийĕнченех пуçланă. Çĕрпỹри совхозтехникумра вĕренсе диплом илнĕ хыççăн çарта пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан, мастерта ĕçлеме пикеннĕ. Каярахпа куçăмсăр майпа Мускаври политехника институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ специалиста ятарлă дисциплинăпа преподавателе куçарнă. Ун хыççăн çак вĕренỹ учрежденинчех пилĕк çул директорăн çумĕ пулса тăрăшнă. 2013 - 2018 çулсенче В. Спиридонов училище директорĕн çăмăл мар "лавне" туртнă.

РФ пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ яваплă должноçри вăхăтсене ырăпа аса илет. Училище коллективĕ районта, республикăра иртекен спорт, культура мероприятийĕсене яланах хастар хутшăннă. Çамрăк армеецсен "Орленок" команди те республикăра пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Уйрăм преподавательсем, мастерсем хăйсен професси ăсталăхне ỹстерекен конкурссенче палăрни те коллективăн çитĕнĕвех.

Паян ял хуçалăх техникумĕнчен каччăсемпе хĕрсем тĕрлĕ специальноçпа вĕренсе тухаççĕ: логистика, ял хуçалăх оборудованийĕсемпе машинисене эксплуатацилесси, ветеринар, çĕвĕç, повар-кондитер тата ытти те. Юлашки çулсенче кунта пурлăхпа техника бази çĕнелсе пыни вĕренекенсене тарăн пĕлỹ пама пулăшать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика