Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей илĕртет

20 июня 2020 г.

Музей илĕртет

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче, библиотекăпа юнашар, музей вырнаçнă. Аваллăх управçинче мĕн кăна çук-ши; Унта – мĕнпур истори. Çĕр-çĕр документ, хаçат, кĕнеке, савăт-сапа, çи-пуç, ытти тĕрлĕ хатĕр… Кунтах шкул ачисемпе чĕрĕ уроксем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.

Музея 1990 çулсенче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Захарова библиотекарь йĕркелеме пуçăннă. Ăна культура çурчĕн директорĕ Ольга Муравьева, хуçалăх ертÿçинче, каярахпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă Леонид Кошкин нумай пулăшнă. Çулран-çул аваллăх палăкĕ аталанса унти экспонатсен шучĕ те, курма килекенсен йышĕ те ÿссе пынă.

Музейри «Ялти кил» кĕтес пысăк вырăн йышăнать. Хăтлăхĕпе, ăшшипе хăй патне илĕртет вăл. Паян экспонатсене тирпейлĕ тытас тесе ял тăрăхĕпе культура ĕçченĕсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Александра Иванова тирпейлÿçĕпе Надежда Михайлова библиотекарь ĕлĕкхи ал ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. /2019 ç, кăрлач/.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика