Татарско-Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăну пĕрлехи вăйран килет

21 июля 2020 г.

 Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялтан кашнийĕ тĕрлĕрен аталанать. Вĕсем хушшинче пĕчĕккисем, çĕр килтен сахалтарах йышпа пурăнакансем те, пысăккисем те пур. Пĕр ялтан çеç тăракан Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче паянхи кун 1226 çын пурăнать. Çичĕ урамра 412 хушма хуçалăх, 13 çухрăма тăсăлакан çул. Çакна та палăртма кăмăллă. Ытти ялсемпе танлаштарсан кунта пушă çурт нумай мар, 30а яхăн çеç. Юлашки çулсенче Тутар Сăкăт ялĕ çĕнелсе, капăрланса, пуянланса пыни те çамрăксене ялтах юлма хистет. Çакна ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Марат Хакимовпа социаллă культура объекчĕсемпе, урамсенчи çĕнĕ те капмар çуртсемпе паллашнинчен, çынсемпе курса калаçнинчен те пĕтĕмлетме май пулчĕ.

- Ку чухне ял аталанăвĕ, вăл малалла çĕнелесси, капăрланасси чăн малтанах çак ыйтăва вырăнти влаçпа халăх пĕр чĕлхе тупса татса панинчен, уйрăм хастарсем, меценатсем тăван яла пысăк тимлĕх уйăрнинчен килет. Муниципалитет службинче вунпилĕк çул ытла ĕçлесе çакна çирĕппĕн калама пултаратăп. Ку тĕлĕшпе пирĕн ял тăрăхĕнче ăнланманлăх çук тесе шутлатăп. Акă, хальхи вăхăтра Пăвара пурăнакан ентешĕмĕр Фарид Салихов ыр кăмăллăх пулăшăвĕпе ялти кивĕ масар умĕнче картасен юписене кирпĕчпе купаласах ти- мĕрпе тыттарать, вилнĕ çынна пытарма кирлĕ ритуал хатĕрĕсене упрама капăр çурт хăпартать. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк маар- 500 пин тенкĕлĕх. Ашшĕпе ывăлĕ Абяновсем, Н. Мухутдинов кунта кунсерен ир пуçласа каçчен тăрăшаççĕ,- кăмăлтан паллаштарчĕ З. Салихов староста ялти хастарсен ĕçĕпе. Сăмах май каласан, темиçе çул каялла масар хапхине те çак ырă ентеш пуçарăвĕпех купаланă. Ун чухне те Фарид Мингалиевич тăван яла хапăлласах пулăшнă.

Ял илемĕпе мăнаçлăхĕ - шкул тата культура çурчĕ

Тутар Сăкăтĕнче вĕсем иккĕшĕ те хăтлă, çĕнĕ. 2013 çулта 200 вырăнлă вăтам шкул хута кайрĕ, пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн 150 вырăнлă çĕнĕ культура çурчĕн алăкĕсем уçăлчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх, çывăх вăхăтра культура учрежденийĕ умне (проектра пулман) хăтлăлатма, картасем тытма, тротуарсем тума палăртнă. Клубра унччен те тĕрлĕрен мероприяти, концерт, тĕлпулу сахал мар иртнĕ. Малашне вăл кунта пурăнакансемшĕн кăмăлтан канмалли, савăнмалли хăтлă вырăн пулĕ. "Ял варринче çакнашкал капмар клуб çĕкленнĕшĕн çав тери савăнатпăр эпир. Коронавирус чирне пула вăхăтлăха мероприятисем иртмерĕç-ха. Унăн-йĕри-таврашне те хăтлăх кĕртнĕ хыççăн вăл пушшех ял халăхне хăй патне илĕртессе шанатпăр",- хавхаланса калаçрĕç юнашарти çурт умĕнче калаçса ларакан аксакалсем.

Çамрăксемпе ватăсене вĕренме, культурăллă канма çеç мар, тĕн енĕпе ăс-хакăла аталантарма ялта виçĕ мечĕт ĕçлет. Кĕлĕ çурчĕсене уявсенче йышлăн пуçтарăнаççĕ. Çамрăксем мечĕте çỹреççĕ, коран вулаççĕ, кĕлĕсене хутшăнаççĕ тата ытти те. Р. Кадиров имам служба ирттернисĕр пуçне килти хушма хуçалăхне хăтлăлатас тĕллевпе те чылай ĕçлет. Хальхи вăхăтра вĕсен пахчи юмахри тĕнчене аса илтерет. Унта пырса кĕрсен чăн малтанах йĕри-тавра ешерекен тĕрлĕрен илемлĕ чечек куçа илĕртет. Флора, дендрари тĕнчи тейĕн! Хĕм сапса ларакан çеçкесем чỹлмексенче те нумай, явăнса та, клумбăсенче те ỹсеççĕ. Кунтах капăр беседка, чĕнтĕрлĕ "кĕпер", куçа тỹрех тирĕнекен капăр пусă, çил арман, юмахри сăнарсем тата ытти те хăйсен "чĕрĕлĕхĕпе" тыткăнлаççĕ. Ахальтен мар унăн килти хушма хуçалăхĕ районта çеç мар, республикăра та "Чи лайăх хушма хуçалăх" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

- Пахчара тирпей-илем туса чун канăçлăхне тупатпăр. Мăшăрăн алли ăста, пушă вăхăта нихăçан та усăсăр ирттермест. Май пур таран эпĕ ăна тирпей тытса тăма пулăшатăп. Çеçке калчисене пурне те хам хатĕрлетĕп,- тет Гульсу Рустемовна.

Сăмах май каласан, темиçе çул каялла Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче урамра чечек клумбисем тăвасси, çурт умĕсене капăрлатасси йăлара марччĕ. Халĕ чылай çĕрте ку енĕпе кăтартуллă çемьесем йышланса пыни савăнтарать. Тутар Сăкăтĕнчи урамсенче те ун пек вырăнсене сахал мар тĕл пулма тỹр килчĕ.

 Ватăсем асăрханакана Турă та сыхлать тенĕ. Шел пулин те тепĕр чухне ун пекех пулса пĕтмест. Уйрăмах вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмахсем çынсене пысăк тăкак кăтартма пултараççĕ. Тутар Сăкă- тĕнче ирĕклĕ пушар хуралне туса хуни хăрушлăха сирет, паллах. Ял çыннисем ăна 2009 çултанпах хăйсен вăйĕпе тытса тăраççĕ. Çулталăкне кашни килтен 300-шер тенкĕ укçа пуçтарса хуралпа çыхăннă тăкаксене саплаштараççĕ. Ял тăрăх территорийĕнче инкекре пулăшу пама шыв илмелли икĕ пĕве пур.

Йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕрлĕрен программăна явăçса ял инфратытăмне çĕнетнисĕр пуçне пуçару бюджечĕпе те пысăк ĕçсем тума тăрăшаççĕ. Халăх вăйне пĕрлештерсе пурнăçлакан ĕçсем районта çулсеренех ỹссе пыраççĕ. Иртнĕ çул Тутар Сăкăтĕнче те çак меслетпе çỹп-çап пуçтарăнмалли 14 контейнер вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, кунта çĕнĕ меслете халăх ăнланса йышăнать. Ял çыннисен 80 процент ытла çав çăмăллăхшăн вăхăтра укçа тỹлесе пыни те çакнах çирĕплетет.

 Çитес çул хула хăтлăхĕн программипе ял варринче вырнаçнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тата унăн йĕри-таврашне хăтлăх кĕртме палăртнă. Центральнăй урамри виçĕ çухрăм çула сарас тĕллевпе те ĕçленине асăнчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Хакимов. Ку тĕлĕшпе проект хатĕр. Кăçал та кунта çулсене юсамалли пĕчĕк ĕçсене пурнăçлама палăртнă.

Патшалăх паракан 100 пине-ял хапхине илемлетме

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни яла аталантарма, тирпей-илем, халăх пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртме çĕршер пин тенкĕ укçа уйăрма йышăннине хапăлласа республика çыннисемпе пĕрлех Тутарсăкăтсем те хапăлласа йышăннă, проект та хатĕрленĕ. Халăх шухăшне тĕпе хурса патшалăх паракан укçана ял хапхине илемлетнĕ çĕре, стела тума яма тĕллев тытнă. Ку тĕлĕшпе художникĕпе те килĕшỹ тунă. Сăмах май каласан, иртнĕ çулсенче Сител, Шăхач, Каншел ялĕсенче хăйсен вăйĕпе тата уйрăм хастарсен пулăшăвĕпе ял хапхисене питĕ хитре капăрлатрĕç.

- Ял илемĕ хамăрăн чикĕренех пуçланать. Çавăнпа та çак пулăшу укçипе тăван яла пырса кĕнĕ çĕре хитре стела лартма шутларăмăр та ,- терĕ кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429357 Чувашская Республика Батыревский район д.Татарские Сугуты, ул.Школьная,д.21
Телефон: 8(83532) 69-3-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика