Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхĕ пысăк, ертỹçи пĕрре

17 июля 2020 г.

 Реорганизаци хыççăн Туçари вăтам шкул çумне ялти ача садне, унтан Анат Туçари пуçламăш шкул-сада пĕрлештерчĕç. Коллектив пысăкланнă май ĕçĕ те самаях хутшăнчĕ. 2019-2020 çулсенчи вĕренỹ çулĕ вĕçленмен-ха. Вунпĕрмĕшсем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытаççĕ. Çав вăхăтрах вĕрентỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне те хатĕрлемелле.

Вăтам шкулта интернет хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Çавна шута илсе ăна ỹстересшĕн. Кабелĕсене хунă. Оборудованийĕсене тĕрĕслесси юлнă. Çĕнĕ компьютерсем илни те савăнтарать. Çакă ĕçре чылай çăмăллăх кỹрессе шанаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вĕренĕве дистанциллĕ майпа йĕркелени нумай çĕнĕлĕхе алла илме пулăшрĕ.

Шкул тата садик çурчĕсем пурте унчченрех тунисем. Шыв пăрăхĕсем кивелсе пыраççĕ. Ăшă системисене улăштармалла. Анат Туçари пуçламăш шкул-садра чỹречисене çĕнетмелле. Урайне те тирпейлемелле. Пĕрин хыççăн теприне йĕркелесе пыма тăрăшать директор. П. Шашкин çак яваплă ĕçре 20 çула яхăн вăй хурать.

Çав хушăра шкул территоринче асфальт сарнă. Хăйсен вăйĕпе газ котельнăйне тунă. Çурт урайне мрамор сарнă. Спортзала, кухьăна юсанă. Физкультура урокĕсем хыççăн çăвăнса тухмалли кабина таранчченех пур. Сусăр çынсене шкула кĕме меллĕ карлăк тунă тата ытти те.

- Килти хуçалăхри пекех патшалăх ĕçĕнчи юсав вăхăтĕнче те укçа-тенкĕ хĕсĕкки сисĕнет. Район администрацийĕн, тепĕр чухне выпускниксен пулăшăвĕ курăмлах. 1980 çулта алла аттестат илнисем кăçалхи тĕл пулура шкула видеокамера, тĕрлĕ тĕспе пичетлекен принтер, микрофонсем, ноутбуксем парнелерĕç. Тутар Тимешĕнчи Д. Зиатдиновпа Г. Гисметдинов яланах алă тăсса пама хатĕр тата ытти те,- тет Петр Геннадьевич. Спорт оборудованийĕсемпе Шупашкарти кооператив институчĕн физвоспитани кафедрин заведующийĕ Н. Шашкин, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн физвоспитани кафедрин доценчĕ Б. Глинкин тивĕçтерме пулăшнине те пытармарĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 11 класран 11 ача вĕренсе тухать. Вĕсем аттестат илнĕ те ĕнтĕ. Д. Медведев медале тивĕçнĕ. Выпускниксенчен кашнийĕшĕн пирки лайăх енĕпе палăртма пулать. А. Бельдекована спортри ỹсĕмĕсем савăнтараççĕ. Ю. Изосимован культура енĕпе пултарулăх пысăк. К. Маршев кашни мероприятинчех пуçаруллă. 10-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем тĕллевлĕ вĕренеççĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен кашнийĕ пĕлĕвĕсене малалла аслă шкулсенче тăсма ĕмĕтленет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тухнисенчен Мускаври, Краснодарти, Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме кĕнисем пур.

П. Шашкин виçĕ коллектив ĕçченне те туслă пĕр тĕвĕре тытса пыма тăрăшать. Пĕрлехи мероприятисем йĕркелеççĕ. Туçа ялĕнче клуб пулманран ытти чухне те халăх пĕлỹ çуртне утатчĕ. Пуху ирттермелле-и, суйлавра сасăламалла-и, пĕр-пĕр концерт пăхмалла-и, тĕл пулу йĕркелемелле-и -шкул алăкĕсем кашнийĕн валли яланах уçă.

Кăçал тата вĕренỹ çуртĕнче Чечен тата Афганистан Республикисенчи çар ĕçĕсене хастар хутшăннă ентешсен стендне уçрĕç.

Чăваш автономине облаçне йĕркеленĕренпе 100, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Онлайн мелĕпе йĕркеленĕ мероприятисене çамрăксем те йышлăн явăçрĕç.

 Умлă-хыçлах темиçе созыв та ял тăрăхĕн депутатне суйлаççĕ П. Шашкина. Шанăçа тỹрре кăларнăран çапла ĕнтĕ. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарать вăл. Халĕ шкул çумĕпе юхса выртакан çырмана тасатма пикеннĕ. Юхан шыв урлă кĕпер тума пуçăннă. Ачасенчен ытларахăшĕ вĕренỹ çуртне çакăнтан каçса çỹрет.

"Ялта çуралнă, ялах кирлĕ пулнă" сăмахсем шăпах Петр Геннадьевич пек харсăрсем пирки. П. Шашкин çак ялтах вăтам пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Дипломлă специалист тăван шкулта малтан 6 çул директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.

Кампа кăна ĕçлеме пỹрмен-ши ăна çак хушăра? Вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте директорта ĕçленисем те пур паянхи кун йышра. Мăнкăмăллăхĕ çукран кашнийĕнче юлташ евĕр тытать хăйне ертỹçĕ. Хорпа пĕрле юрлама тăрать, ура хуçса ташлама пултарать.

 Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн ĕçченĕсем те ертỹçĕн тăрăшулăхне палăртаççĕ. Ахальтен мар П. Шашкинăн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем сахал мар.

Çемьере те кăтартуллă мăшăр, атте вăл. "Çĕнĕ пỹртре çĕнĕ кайăк тупрăмăр",- тесе шỹтлетчĕ виççĕмĕш ачине çуратнă хыççăн Петр Геннадьевич. Софья халĕ ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренет. Асли - Даша - аслă пĕлỹллĕ. 2 çул полицинче ĕçленĕ хыççăн транспорт министерствине куçнă. Саша вара университетра вĕренет.

Демографи лару-тăрăвĕ пĕр шайра пулни шкулсемпе садиксенчи классемпе ушкăнсене тытса тăма май парать. Çĕнĕ вĕренỹ çулне Туçара пĕрремĕш класа 11, Анат Туçара 3 ача килмелле. Туçа садикĕ те тулли комплектлă.

Шкул вăл пурне те пурнăç çулĕ çине кăларать. Ача вĕреннĕ вăхăтра унта ашшĕ-амăшĕ сахал мар çỹрет. Петр Геннадьевичпа вара яланах çыхăнура. Тĕп ĕçĕпе депутат тивĕçĕсене тытса пыма П. Шашкина йывăрлăх кỹмест. Хуçалăхĕ пысăкланчĕ пулин те ертỹçĕ кашни организацие çитме ĕлкĕрет, вăхăтне тупать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика