Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вăрăм ĕмĕрлĕ Анна аппа

14 июля 2020 г.

Тăхăр теçетке çул нумай-ши вăл, сахал-ши? Пурнăçра ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскершĕн, ырми-канми тăрăшнăскершĕн 90 çул ахальтен иртмен. Утса тухнă çула тинкерсессĕн аса илмелли, çырса хумалли нумай.
Акă, июлĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче пурăнакан Анна Александровна Хораськина 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ янă, ырми-канми ĕçшĕн, тăрăшулăхшăн тав тунă. Хисеплĕ çынна уявпа Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕ.
Анна Александровна Комсомольски ялĕнче кун çути курнă, кунтах унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ иртнĕ. Тăван ялтах тĕпленнĕ вăл. Чи малтанах пĕчченех пурăннă пулсассăн, паянхи кун Анна аппа тетĕшĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Валентинăпа Виталий Хораськинсемшĕн вăл чи çывăх çын.
Тăхăр теçетке çул кунласа та йăпăр-япăрлăхне, вăй-хăватне çухатман-ха ветеран. Кил-картишĕнче кăштăртатма та вăй тупать.
«Хаçат-журнал килессе те чăтăмсăррăн кĕтет. Почтальон вăхăтра çитеймесессĕн пăшăрханать. Хаçатсен кашни страницине тимлĕн пăхса тухать, паллакан çынсене шырать», — тет Валентина Николаевна.
Ватă çыннăн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăннинче, пурнăçра пĕчĕк савăнăçа та пысăка хурса хакланинче, пĕр-пĕрне хисепленинче, сума сунинче.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика