Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах халăх хушшинче

10 июля 2020 г.

Çуллахи кун канлĕх çухалать. Ирхи шуçăмпа вăранатăн та мĕн каçченех ура çинче. Ĕçе кайиччен выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла. Хĕрарăмăн кухньăра та тапăртатмалли çителĕклех. Ирхи сывлăмпа пахчана тухаймастăн. Каç кỹлĕм вара çĕрулми, выльăх кăшманĕн йăранĕсен хушшинчи çум курăкне турткалама та, помидор, хăяр, купăста тĕмĕсене шăварма та пулать. Утă вăхăчĕ те иртсе пĕтеймен-ха. Вăрманта çырла пиçнĕ тата ытти те. Пурне те ĕлкĕрмелле. Кирек хăшĕ те вăхăтра пурнăçламалли ĕç.

- "Пĕрремĕш смена" ĕçне вĕçлесе килтĕмĕр. Сывлăх сунатăп, Людмила Анатольевна,- утнă май хăйпе-хăй калаçса кĕчĕ Ишлĕри çыхăну уйрăмне И. Зверева. Унтан тỹрех ĕçе пуçăнчĕ. Почта автомашини киличчен тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем пенси укçи панă чухне илсе пыма ыйтнă таварсене суйлама тытăнчĕ. Кама кĕпе çумалли порошок, кама çĕрулмие колорадо нăрринчен сапмалли наркăмăш, кама яшка пĕçермелли кĕрпесем кирлĕ. Пурин кăмăлне те тивĕçтермелле-çке.

Çыхăну уйрăмĕнчен юта посылка, бандероль, çыру, саламлă открытка яракансем те пур. Вĕсене тирпейлесе хунă хыççăн паянхи почтăна йышăнчĕç ĕçченсем. Унтан сĕтелсем хушшине вырнаçса ăна сумкăсене тултарма пикенчĕç. Çак хушăра кашнийĕн сывлăхĕпе интересленчĕç, çĕнĕ хыпарсене "шĕкĕлчерĕç".

Кун иртни те сисĕнмест. Ун хыççăн эрне, уйăх, çулталăк. Хул урлă почта сумккине çакни те Ираида Ильиничнăн 35 çул çине кайрĕ. 10 класс хыççăн килсе вырнаçнăччĕ хĕр çакăнта. Ĕç вырăнне улăштарас ĕмĕчĕ пачах та пулман. Килĕрен камсем пурăннине пилĕк пỹрне евĕр пĕлет. Хăшĕ мĕнле хаçат-журнал вулама юратнине те çавах. Сутлăх хаçатсем кашнийĕнчех чиксе çỹрет. Пĕрисем халăх медицини сĕнĕвĕ пуррисене, теприсем кроссвордлисемпе сканвордлисене ыйтаççĕ. 3-4 хаçат çырăнса илекеннисене вĕсем те тивĕçтереççĕ. Т. Титов, В. Тихонов кашни çырăнтарурах йышлă хаçат-журнал илсе тăма кăмăллаççĕ. С. Едифанова, Л. Владимирова çемйисем пĕр çырăнтарура та "Авангардсăр" юлмаççĕ.

Уйрăмри И. Зверевăпа Т. Рогожина почтальонкăсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Çырăнтаруран çырăнтарăва умри тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ.

- Кăмăлтан ĕçлеççĕ чăнах та. Пиртен пулмасть тенине нихăçан та илтмен. Хальхи вăхăтра питĕ çаврăнăçуллă пулмалла. Çырăнтарусăр пуçне сутлăх хаçат та нумай килет. Почта уйрăмĕ тепĕр лавккапа танах. Таварĕсене çителĕклех сутмалла. Срокран тухассине сăнаса тăмалла. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупни çеç мĕне тăрать. Тивĕçлĕ канура И. Зверева. Малашне те ĕçе утма сывлăхĕ çиттĕрех,- тет почта уйрăмĕн ертỹçи Л. Юркина.

Почта ĕçченĕсем пурте çемьеллĕ. Ĕçе кая юласси йăлара çук. Ираида Ильинична Юрий Дмитриевичпа ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Кукаçи-кукамай та пулнă. Çавах милĕк хатĕрлеме те, кăмпа-çырла татма та ĕлкĕрет. Кил картинчи ĕни, пăрăвĕ, сурăхĕ, сысни, чăххи-чĕппи, кăвакалĕ, хурĕ те тутă.

 Кăмăлне кура Турă парать, теççĕ. Çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать И. Звереван. Раççей почти кунĕнче хастар почтальонкăна Раççей Федерацийĕн çыхăну министерствин Тав хучĕпе чыслĕç. Ыттисен те унран тĕслĕх илмелĕх пур.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика