Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнашар ĕмĕрлеççĕ кун-çула

07 июля 2020 г.

Ялсенче саккăрмĕш-тăххăрмĕш теçетке урлă каçнисене пỹрнепе шутласа кăларма пулать. Вĕсем сывлăхпа çỹрени, мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене пăхса ỹстерме пулăшни савăнтарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынăран кашнийĕ паянхи кун çутипе киленет. Ватăсемшĕн ачи-пăчи, тăван-пĕтенĕ хĕпĕртет.

Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Н. Арланов та çаксен йышĕнчиех. Николай Николавич май уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Анлă çул утса тухнă тыл хастарĕ. Вăхăтĕнче терт-нушине те самаях курнă.

Йышлă ачаллă çемьере çуралнă Миккуль тете (çапла чĕнеççĕ ăна ялта). Колхоз йĕркеленĕ вăхăтсенче ашшĕпе амăшне те çăмăл пулман. Ачисем, çитĕнсе пынă май, пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне явăçнă. Тырă вырасси, кĕлте çыхасси, йĕтем çинче алласси - хĕрача е арçын ача ĕçĕ тесе уйăрса тăман. Пĕве кĕрсе пынă май ала çине пăтавккапа тырă яма тăнă. Ĕçрен хăрама хăнăхтарман аслисем ачисене. Самани те сак çинче саркаланса ларма май паман.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вара пушшех йывăрлăха кĕртсе ỹкернĕ. Вăй питти арçынсем алла хĕç пăшал тытнăран çамрăк ачасем суха тума та, тырă акма та явăçнă. Тылри ĕç пĕртте çăмăл пулман. Çавах хуçăлса ỹкмен нихăшĕ те.

1954 çулта çар ретне тăнă Николай Николаевич. 3,5 çултан киле таврăнса Патăрьелĕнчи çул-йĕр участокне водителе вырнаçнă. 10 çултан асфальтпа бетон кăларакан завода куçнă. Газоэлектросварщик пулнă. Ку вăхăта авланса çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă.

- Мăшăрăм та хама ăнланаканни пулчĕ манăн. Нихăш ĕçрен те хăраса тăмарĕ. Патăрьелне транспортпа, лашапа, çуран çỹренĕ вăхăтсенче ĕçе ир тухса кайса каçа юласси сахал мар пулнă. Çавах ачасем те сывăччĕ, пỹрт те хутнăччĕ, кăмакара вĕри яшка пиçетчĕ, выльăх-чĕрлĕх те пăхăнатчĕ...- тет Миккуль тете çур ĕмĕр ытла шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакан Раиса Семеновна пирки сăмах хускатсан.

 Николай Николаевич çулсем шултăраланнăçемĕн хăй те вара "Южный" сысна самăртакан комплекса ĕçлеме куçнă. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕç ветеранĕн сумлă парнисемпе Хисеп хучĕсем сахал мар. Хутран-ситрен вĕсене кăларкаласа пăхать вăл. Иртнĕ кунсене аса илет. Пĕрле ĕçленисемпе ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕксене пăхать. Сỹтет вара шухăш çăмхине. Ашшĕ-амăшĕн çурт никĕсне тытса пыракансене ырлать. Ывăл-хĕрĕ аслисен ят-сумне çĕре ỹкерменнисене мухтать. Ял-йышра хисеп çĕнсе илес тесен çиччĕмĕш сыпăкри тăванăн та кăтартуллă пулни аван-çке.

 Йăх "йывăççи" йышлă туратлă Арлановсен. Пĕр тăвансенчен яла тĕпленнисем те сахалăн мар. Иккĕмĕш сыпăкри ăрăва малалла тăсакансене кашнинех ятран пĕлеççĕ Арлановсем. Анчах вĕсен ачисене пỹрне хуçса шутласа кăларма та кансĕр.

Николай Николаевичпа Раиса Семеновна икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Сăпайлăскерсем, çынна усал сăмах нихăçан та каласа курман. Çуртра ашшĕпе амăшĕн сăмахĕнчен те иртсе курман вĕсен хĕрĕсем. Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмеççех ĕнтĕ. Елена - Пăлакассине, Ирина Алманчă ялне качча тухнă, çуртпа-йĕрпе, хуçалăхпа пурăнаççĕ.

Вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕхне те сахал мар тытнă. Çурт хыçĕнчи пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстереççĕ. Вăхăт шăвать. Арлановсен халĕ 4 мăнукпа 6 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Кукашшĕпе кукамăшĕ патне хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем тăтăш килсе çỹреççĕ.

-Ир тăрсан ачасене кĕтетпĕр. Вĕсем çумма килсе ларсан хамăрпа юнашар пурăннăнах туйăнаççĕ. Килĕсене салансан вара тунсăх пусать. Каллех çĕнĕ куна кĕтетпĕр. Çапла кунпа çĕр, эрнепе эрне, уйăхпа уйăх, çулталăк улшăннине сисмерĕмĕр те. Ватăлатпăр çав, ватăлатпăр, иртнĕ çутă кунсене тавăраймастпăр, - тет Раиса аппа.

Çулĕсене кура мар тирпейлĕ пурăнаççĕ Арлановсем. Вăй-халĕ çитнĕ таран кил-картинчи ĕçсене те пурнăçлаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика