Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр качака илемшĕн, нумай качака - укçашăн…

07 июля 2020 г.

 Пăлапуç Нурăсĕнчи С. Халитова фермер хуçалăхĕнче 1000 качака вырнаçмалăх фермăна 2016 çулхи июньте тума пуçланăччĕ. Декабрьте 500 пуç вырнаçакан хуралтăн пĕрремĕш пайне, каярах иккĕмĕшне хута ячĕç. Хальхи вăхăта кунта 1327 пуç качака, вĕсенчен пин ытларахăшĕ сĕт параканнисем. Пилĕк уйăхра 182 тонна сĕт суса илнĕ, пĕр качака вăтамран 2,2 килограмм паха шĕвек панă.

Выльăхăн ытларах пайне республикăри патшалăх ветеринари служби ирĕк панă хыççăн Йĕпреç районĕнчен, çавăн пекех Мускав, Волгоград облаçĕсенчен илсе килнĕ. Пĕчĕкех мар йыша 11 çын пăхать. Тĕп специалистсем - зоотехник, ветеринар - пур.

Качака сĕчĕ пахалăхлăраххине, фосфорпа, кальципе тата ытти витаминсемпе те пуяннине çирĕплетеççĕ специалистсем, çавна май продукцие ăçта вырнаçтарасси пирки те йывăрлăх çук. Паха шĕвеке Удмурт Республикине турттараççĕ. Малашне Шăнкăртамри "Эко Продукт" кооперативра тирпейлесе халăх патне çитерме тĕллев лартнă. Çавăн пекех кĕтĕве пысăклатма та палăртнă.

Фермер хуçалăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлессипе те йывăрлăх çук. Хуçалăхăн 700 гектар ытла çĕр. Унта кĕрхи культурăсем - 110 гектар, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисем- 260, силос валли куккурус - 100, пĕр çул ỹсекен курăксем - 60, нумай çул çитĕнекеннисем 180 гектар йышăнаççĕ.

Качакасен апат рационĕ те пуян. Утă, силос çитернисĕр пуçне витаминсемпе минераллă хутăшсем те параççĕ. Çавăн пекех чир-чĕртен сыхланса профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра ирттереççĕ.

 О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика