Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çемьене савăнăç кỹчĕç

07 июля 2020 г.

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи нумай ача усрава илнĕ Алякинсен çемйине савăнăç çитрĕ. Дистанциллĕ мелпе вĕренме пуçланăран социаллă тата культура программăсене тытса пыракан "Чувашия" Фонд (ертỹçи Михаил Федотов) "Единая Россия" парти пуçарнă "Килте вĕренме пулăш" ыр кăмăллăх акцие тĕпе хурса вĕсене хаклă парне кỹчĕ- ноутбук пачĕ.

Алякинсен 12 ача. Вĕсенчен 7-шĕ - усрава илнĕскерсем. Мăшăр çитĕнекен ăрăва телейлĕ тума тăрăшать, ырă кăмăллă пулма хăнăхтарать. Аслисене хисеплеме, кĕçĕннисемшĕн тăрăшма вĕрентет. Ĕçе явăçтарать, йышпа пĕрле канаççĕ. Çемье пуçлăхĕ Александр Алякин çирĕплетнĕ тăрăх, йышри пĕр ача та йывăрлăх кỹмест. "Пирĕн пурте нумай ачаллă пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та çимелли, тăхăнмалли хĕсĕк пулсан та асаттен 10 ачи аванах çитĕннĕ...", - терĕ вăл.

Пандеми тапхăрĕнчи дистанциллĕ вĕренỹ вăхăтĕнче Алякинсем компьютер çитменнине туйнă. Ноутбукшăн хĕпĕртемелĕх пурах. Çемьере асли - Артем. Вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренет. Шкул директорĕ Людмила Лялина палăртнă тăрăх, арçын ачана шăпах ку чухнехи компьютер кирлĕ пулнă. Тивĕç те иккен вăл ăна. Вĕренỹре, спортра харсăр. "Юнармия" юхăмĕн çарпа патриотла тата "Зарница", "Орленок" вăййисене хастар хутшăнать. Шкул командине мала тухма пулăшать.

 Сумлă парнене Артема район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Чă- ваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков пачĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика