Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 150-мĕш пепке -Шăнкăртамран

07 июля 2020 г.

ХЫÇА юлнă çуллахи пĕрремĕш уйăх район администрацийĕн ЗАГС пайĕшĕн ырă хыпарпа вĕçленнĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнче Мăшăрлану керменĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕ 150-мĕш пепкене регистрациленĕ. Телейлĕ çемье- Шăнкăртамран. Ильназпа Лейсен Бикчуринсене пысăк савăнăç ячĕпе Наталия Антонова тĕп специалист-эксперт ăшшăн саламланă, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвне çитернĕ май, мăшăра ачасене сывă та тĕреклĕ ỹстерме, тивĕçлĕ воспитани пама ырă суннă. Кăçалхи çур çулта Шăнкăртамра çак сăлтавпа 28 çамрăк мăшăра саламланă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика