Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç икĕ ĕмĕр пурăнать

30 июня 2020 г.

 Ялăн хĕвел тухăç енчи аялти касра çỹп-çап тăка-тăка купалантарсах янăччĕ. Ăна техника явăçтарсах хырса тасатнă, хура тăпра тăкса пилешсем лартнă. Лайăхах ỹсеççĕ.

Иртнĕ çул Пучивар кассине пуçаруллă бюджетпа усă курса тата килĕрен укçа пухса вак чул сарнă.

Ял варрипе юхса анакан çырма урлă аялти касра хывнă кĕперĕн карлăкĕсем çукчĕ. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра инкек-синкек курасран сехĕрленетчĕç. Ăна турĕç. Уяв ирттермелли ятарлă вырăн пурччĕ-ха. Анчах сцена çукчĕ. Унта хăтлă кĕтес ăсталарĕç, асфальтран тỹрĕрен каçса кĕме валак вырнаçтарса тăпра тăкса çул турĕç.

Тавралăх илĕртỹллĕ пулни хамăра кăмăллă. Иртнĕ çул Çỹлти касра ỹсекен йывăçсен тунисене, юпасене пĕр тикĕс шур тăмпа шуратрĕç.

Культура çурчĕ умĕнче пĕлтерỹсен хăми çакăнса тăрать-ха. Анчах кашни çын унта çỹремест. Çавна шута илсе Алексей Алексеевич тата çакнашкалли пиллĕк тутарттарчĕ. Халь халăха пухма та аван - экологи субботникĕ ирттермелле-и, масар тасатмалла-и е вак чул сарнă урама икĕ айккипе тирпейлемелле тата ытти те.

Çак ĕçсене çамрăксене те явăçтарма тăрăшнă староста. Вĕсене хавхалантармалли мелĕсене тупнă. Çитĕнекен ăру спортпа туслă. Волейбол командисем йĕркеленĕ. Наречная урамри ачасене вара спорт тумтирĕпе тивĕçтернĕ.

2007 çулта А. Логунов "Районти чи лайăх предприниматель" ята тивĕçнĕччĕ. Ку хутĕнче вара республикăри муниципалитетсенчи вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн "Чи лайăх староста" ята çĕнсе илчĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ те А. Логунов.

Ỹсĕм картлашкипе тăрăшулăхсăрах хăпараймастăн. Малтан Алексей Алексеевич Çĕньялти шкулта ĕçленĕ. Унтан çар ретне тăнă. Çирен салтак тумне хывсассăн Анат Туçари шкула физкультура учительне вырнаçнă. Кунти вĕренỹ çурчĕ реструктуризацие лекнĕрен педагог пĕр çул Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула ĕçе çỹ-ренĕ. Ĕç кĕнекинче Алексей Алексеевичăн Туçари ача садĕнче вăй хунă йĕркесем те пур. Шăпа ун хыççăн вĕрентекене тăван ялах илсе çитернĕ. Кунта вара ертỹçĕ тилхепине "тыттарнă".

Ял халăхĕ, çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшма пикеннĕ вăл. Шкул спорт залне юсаттарнă. Çумне хоккей коробки ăсталанă. Хĕллехи канмалли кунсенче ачасен, ашшĕ-амăшĕн, çитĕннисен темиçе команди ăмăртусем ирттернĕ. Тĕп судйи вара - Алексей Алексеевич.

Пурăна киле шкул çумне ялти ача-садне те пĕрлештернĕ. Коллектив тепĕр хут ỹснĕ.

Паян А. Логунов Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн директорĕнче ĕçлет. Яваплăхĕ тата та пысăкрах. Техникум шăпах ял хуçалăхĕ валли ăста кадрсем хатĕрлеме пултартăр тесе шутлать вăл. Çавна май вырăнта кирлĕ специалистсене вĕрентессине тĕпе хума ĕмĕтленет. Каменщиксем, плиточниксем, сварщиксем кирлех. Выльăх тытакансем пуртан ветеринарсем ĕç тупаççех. Логистиксене (пурлăх, информаци, финас ресурсĕсене, çынсене сахал тăкакпа вырнаçтарма, илсе çỹреме пулăшакансем) хатĕрлесшĕн. Севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста туса илекенсем хушăнсах пыраççĕ. Вĕсене çитĕнтерме вĕрентни те вырăнлă пулĕ. Ку чухнехи технологисемпе ĕçлекеннисем пур. Вĕсенчен ăсталăха вĕренме пулатех.

Ĕçе илекенсем халĕ вĕренсе тухакансен теори пĕлĕвне çеç мала хумаççĕ. Вĕсене ĕç практики те кирлĕ. Çавна май выпускниксем демонстративлă экзаменсем параççĕ. Алла диплом илме хатĕрленекенсен пĕлĕве техника çинче кăтартса памалла. Ăна çỹреттерме, ĕçлеттерме пултараять-и вăл.

Тепĕр пысăк ĕмĕчĕ те пур техникумра ĕçлекенсен. Юхмапа Пăла тăрăхĕ ял хуçалăх продукцине сахал мар çитĕнтерет. Анчах вĕсене вырнаçтарасси йывăрпа пырать. Çавăнпа вырăнта пахча-çимĕçе типĕтекен, консервлакан, йỹçĕтекен цех уçни кирлех теççĕ. Тен, пĕр-пĕр студент çак çул çине тăрĕ. Халĕ кирек хăш ĕçе пуçăнакансене те патшалăх хăй енчен грантсем парса пулăшу кỹрет.

Вĕренĕве ĕçпе çирĕплетме хăнăхтармалли кирлĕ техника техникумра çителĕклех. 50 гектар урпа акса хăварнă. Столовăй валли çĕнĕ оборудовани килнĕ. Пулас поварсем ĕç практикине унта ирттереççĕ.

 Юсав ĕçĕсене самаях пурнăçламалла. Вĕрентỹ заведенийĕн тăррине улăштармалла. Мастерскойĕнче чỹречисем çĕрĕшнĕ тата ытти те. Мĕн чухлĕ вăй çитет, çавăн чухлĕ çĕнелесшĕн. Вĕрентỹ министерстви кашни ыйтăва тивĕçлипе татса парасса шантарать. Комбайн туянассине те хирĕçлемерĕ. Район администрацийĕн витĕмĕ те пысăк.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕрен 175 ача илесшĕн. Вырăнта пĕлỹ илме килес ĕмĕтлисем йышлă. Умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçласса шансах тăрас килет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика