Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Савăнăçĕ иксĕлми

23 июня 2020 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа ирттерекен республика, Раççей шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнаççĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем. Çавăнпах-тăр "Çĕнтерỹçĕсен маршĕ" интернет-конкурсран та пăрăнса юлмарĕç. Кăçалхипе вăл тăххăрмĕш хут иртрĕ.

Кадетсем Т. Ильина тата Ю. Васюткин наставникĕсемпе тупăшăва тăрăшса хатĕрленчĕç. Ĕç харама каймарĕ. 10 кадет класĕ йышĕнче "Çамрăк пограничниксен" (ертỹçи Е. Солдатова) отделенийĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

 Тỹресен йышĕнче Раççей çарĕн тата флочĕн офицерĕсем пулчĕç. Кашнийĕ ачасен пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕ. Жюри председателĕ çитĕнекен ăрăвăн строй хатĕрленĕвĕн пысăк ăсталăхне палăртрĕ.

Ачасен хавхаланăвĕ ниçта шăнăçайми. Вĕсем Чăваш Енри офицерсен юлташлăхĕн обществăлла организацине, район администрацине Раççей шайĕнчи конкурса хатĕрленсе хутшăнма майсем туса панăшăн чунтан тав тăваççĕ.

Çĕнтерỹçĕсене вара Мускавра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Тĕп музейĕнче октябрĕн 31-мĕшĕнче чыслĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика