ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пенсие маларах тухĕç

11 июня 2020 г.

Ĕçлев центрĕсем сĕннипе ĕçсĕр граждансене тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăтран икĕ çул маларах пенсие кăларма пултараççĕ.

Анчах, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» Саккунăн 32-мĕш статйипе килĕшÿллĕн  пенсие каяс текенсен хăш-пĕр саманта шута илмелле. Сăмахран, арçынссен 25 çул, хĕрарăмсен 20 çул страховани стажĕ пулмалла. ОРганизацие пĕтернипе е штата кĕскетнипе ĕçрен кайнисем çеç çак çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех гражданин миçе çулта пулни (тивĕçлĕ канăва тухиччен икĕ çул юлмалла) пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлев центрĕсем çак çынна тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупса парайман чухне  маларах пенсие яма сĕнеççĕ.

Ĕçсĕррисем пенсие тухма килĕшмесен те, малалла ĕç шырама та пултараççĕ. Ĕçлев центрĕсен сĕнĕвне йышăннисене вара тивĕçлĕ канăва тухмалли саккунпа палăртнă вăхăт çитиччен пенси тÿлесе тăрĕç. Çав ÿсĕме çывхарнă ватлăхпа паракан страховани пенсине çирĕплетĕç.

Сăмах май, ватлăхра паракан чи пĕчĕк виçеллĕ пенсие илес тесен,  Раççей çыннисен ĕç стажĕ  15 çултан кая мар пулмалла. Анчах та вăл кашнинех çук. Кун пек чухне патшалăх социаллă пенси парать. Пенсин чи пĕчĕк виçи регионти пĕр çынна пĕр уйăх пурăнма  кирлĕ чи пĕчĕк виçерен килет.

Л. Петрова.

Первоисточник: Районная газета "Знамя"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика