Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усал чире хирĕç — пĕрле

11 июня 2020 г.

Июнĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Тĕп тема — район территорийĕнче коронавирус инфекцийĕпе кĕрешесси, ăна сарăлма чарасси. Ыйту чăннипех те çивĕч. Çавна май асăннă ыйтăва депутатсемпе пĕрле пухăнса сÿтсе явни çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Июнĕн 5-мĕшĕ тĕлне коронавирус ернисен шучĕ районта 120 çынпа танлашнă. Куратпăр ĕнтĕ: чирлекенсен шучĕ ÿссех пырать. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата мĕнле профилактика мерисем пурнăçа кĕртмеллине, чир уйрăмах вăйлă сарăлнă ял тăрăхĕсене карантина хупассине депутатсемпе сÿтсе яврĕ. Палăртса хăваратпăр: Раççейре, республикăра коронавирус сарăлма пуçласанах районта ятарлă мерăсем йышăннă, халĕ ку енĕпе вун-вун ĕç пурнăçланать. Депутатсен ларăвĕнче больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев, потребительсен прависене хÿтĕлекен Федераллă службăн управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркене сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Прохоров паянхи кун районта чирпе кĕрешес енĕпе мĕнле лару-тăру пулнипе паллаштарчĕç.
Депутатсем палăртнă тăрăх, йышăннă мерăсем хальлĕхе чăннипех те çителĕклĕ. Лару-тăрăва пур енлĕн сÿтсе яврĕç пухăннисем. Геннадий Волков, Агзям Шакиров, Ремис Мансуров, Александр Зайцев депутатсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Депутатсем ларусем вăхăтĕнче хускатнă ыйтусене нихăçан та хуравсăр хăвармаççĕ. Хальхи ларура та пĕр шухăшлăн пĕтĕмлетÿ турĕç: районти хăш-пĕр ял тăрăхне карантина хупса хуни хальлĕхе вырăнсăр, самоизоляци режимне çирĕппĕн пăхăнмалла, сăлтавсăр тухса çÿремелле мар. Депутатсем пĕрле канашласа карантинсăрах чире парăнтарма май пуррине çирĕплетрĕç. Районта пурăнакансем пурте пысăк яваплăхпа хăйсене тытсан çеç пандемие çĕнтерме пулать.
А.ЕФРЕМОВА.

Ремис Мансуров,
районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
«Чи малтанах каласа хăварас пулать: коронавирус чирне парăнтарас ĕçре пурте пĕр шухăшлă пулса мерăсем йышăнни кирлĕ. Ку енĕпе администраци районти тĕп больницăпа, Роспотребнадзор тата полици уйрăмĕсемпе килĕштерсе ĕçлет. Эпир пурте пĕрле, пĕр чăмăрта. Çавăнпа та çивĕч ыйтусене, пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусене яланах пĕрле сÿтсе яватпăр, кашни сĕнĕве шута илсе лару-тăрăва пур енлĕн хаклатпăр. Паянхи кун коронавирус инфекцине сарăлма чарас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçлатпăр. Шанатăп: пĕрле тăрăшнин усси пулатех, усал чире парăнтаратпăрах».

Евгений Тихонов,
районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
«Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов йывăр лару-тăрура яланах чи малтан депутатсемпе курса калаçассине тĕпе хурса ĕçлет. Паянхи лару-тăрура та мĕнле йышăну тусассăн лайăхрах пулассине вăл район Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕ. Эпир, депутатсем, районта йышăннă мерăсем хальлĕхе çителĕклĕ тесе шутлатпăр. Район администрацийĕ, депутатсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăрăшнипе çеç коронавирус сарăлассине чарса лартма çук. Кунта кашни çын яваплăха туйни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, йышăннă мерăсене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Ун чухне çеç лару-тăру йĕркеленĕ».

Хисеплĕ район çыннисем!
Эпир паян çăмăл мар лару-тăрăва лекрĕмĕр. Чылайăшĕ хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн пăшăрханать. Хăрушсăрлăхра пуласси — йĕркеллĕ туйăм. Анчах та çакă сÿрĕкленмелли, коронавирус теми çине алă сулмалли сăлтав мар.
Коронавирус инфекцийĕ сарăлни тавра лару-тăру çивĕч пулни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче те, тĕрлĕ учрежденисенче те, социаллă сетьсенче те каласах тăраççĕ. Çавăнпа та чир ересрен асăрханса килте юлма ыйтатпăр. Вируса çĕнтерес, район территорийĕнче сарăлма чарас тесен пирĕн пĕрле вăй хумалла, пĕр-пĕрне, тăвансене, таврари çынсене хисеплемелле.
Пирĕнтен кашниех лару-тăру çивĕччине, кашни çынран унăн çывăх çыннисен сывлăхĕпе малашлăхĕ килнине ăнланни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çине тăрсах ыйтатăп: асăрхану мерисене тытса пырăр, çулçÿревсене ан тухăр, хăнана ан çÿрĕр, килтех юлма тăрăшăр. Пурте пĕрле çак мерăсене çирĕппĕн пăхăнсан çеç усси пулĕ.
Хаклă ентешсем! Пĕр-пĕрин умĕнче гражданла яваплăха туяр!
Х.ИДИАТУЛЛИН,
район пуçлăхĕ,
районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика