Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн малашлăх, хăтлăх хамăртан килет

11 июня 2020 г.

Тăван ял илемĕ, хăтлăхĕ, унăн малашлăхĕ эпир хамăрăн пĕчĕк çĕршывăмăршăн мĕнле тăрăшнинчен, кашни çыннăн яваплăхĕнчен килет. Паян унăн инфратытăмне аталантарасси, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатасси, ырă улшăнусем тăвасси вара власть тытăмĕн тивĕçĕ. Туçа ял администрацийĕнче çакнашкал ĕçсем мĕнле пулса пынипе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ унăн пуçлăхĕпе - Константин Анатольевич Углевпа - курса калаçрĕ, ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра тăвакан тата маларах пурнăçланă ĕçсемпе паллашрĕ.

-_ Константин Анатольевич, пирĕн районта çичĕ ялтан тăракан вырăнти хăй тытăмлăх органĕ урăх çук. Унсăр пуçне Туçа ял тăрăхĕ интернационалла пысăк "çемье" шутланать. Сирĕн хутлăхра чăвашсемпе тутарсемсĕр пуçне ытти наци халăхĕ те пурăнать. Пĕр ача - пĕр хуйхă, çичĕ ача çичĕ хуйхă тенĕ евĕр, кашни яла тимлĕх уйăрассине, халăх ыйтăвне тивĕçтерессине мĕнлерех йĕркелесе пыратăр?

-_ Кирек мĕнле ял тăрăхĕн те тĕп тĕллевĕ _ яла çĕнелме, хăтлăланма пулăшасси, халăх ыйтăвне тивĕçтересси. Çав вăхăтрах тунă объектсене пысăк яваплăхпа тирпейлĕн тытса тăрасси, хута янă объекта хаклама, упрама вĕренесси, культура шайне ỹстересси те пĕрлехи ĕçех. Паян хамăр пурăнакан ялсене тĕрлĕрен мелпе çĕнетме тăрăшатпăр. Май пур таран, паллах, хамăр укçа-тенкĕне расхутлатпăр, республика, федераци программисене те хутшăнатпăр. Хальхи вăхăтра поселени бюджечĕн вăйĕпе çеç пурăнма йывăр.

- Коронавирус пандемийĕ чылай ĕçе пурнăçлама чăрмантарчĕ, тытăнса тăма хистерĕ. Апла пулин те сирĕн ял тăрăхĕнче кăçал е çывăх вăхăтра пурнăçлама тĕллев лартнă ĕçсем çук мар ĕнтĕ. Вĕсем пирки кĕскен паллаштарăр-ха.

- Ĕмĕтсем, плансем чăнах та пĕчĕк мар. Кашни çулах ял сăн-сăпатне улăштарас тĕллевпе мĕнле те пулин ĕç пурнăçлатпăр. Кăçал та çаплах. Сăмахăма культурăна аталантарас ыйтуран пуçласшăн. Ăна кирлĕ пек татса пама чăн малтанах кашни ялта клуб кирлĕ. Вăл шкул пекех ял илемĕ, унăн мăнаçлăхĕ, çав вăхăтрах халăха кăмăлтан пуçтарăнса хутшăнмалли культура вучахĕ пултăр. Хальхи вăхăтра Вăтаелĕнче пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн 100 вырăнлă клуб тăватпăр. Халăх вăйĕпе, уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе кунта чылай ĕç пурнăçларăмăр. Купаласа тăррине витнĕ, халĕ шалти ĕçсене пикеннĕ. Тутар Тимешĕнчи кивĕ клуб çуртне тĕпрен çĕнетсе ял вулавăшне, фельдшерпа акушер пунктне тата культура çуртне пĕр тăрă айне вырнаçтарасшăн. Кунта паян тепĕр строительство платформи. Çапла туни ял çыннишĕн те меллĕ тесе шутлатпăр. Виçĕ социаллă объект пĕр çуртра ĕçлĕç. Анат Туçара пушара пула çунса кайнă клуб вырăнне çĕннине тума хут ĕçĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ. Ялта клуб кирлех. 100 вырăнлă культура çуртне тăвассине вăраха тăсасшăн мар. Ĕçе йĕркелесе пикенме район администрацийĕ 600 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Поселени укçи-тенки те каять. Клуб ыйтăвĕпе Туçасен те проект хатĕр. Административлă центрта та ятарлă культура çурчĕ кирлех.

- Ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе кăçал пурнăçлама палăртнă программăсем те пур-и?

- Тури Туçа ял центрĕн тĕп пайне шăпах "Ял территорийĕсене аталантармалли" республика программипе çывăх кунсенчех хăтлăлатма пикенетпĕр. Ĕç объекчĕ пысăк - çичĕ миллион тенкĕлĕх. Патшалăх хваттерĕсен таврашĕнче пысăк ĕçсем пурнăçлама тивет. Çак ялти аслă урам тăршшĕпех тротуар, çутă пулмалла. Утма çулсем туни, урамсене çутăпа тивĕçтерни малашне çул-йĕр хăрушлăхне сирме те пулăшĕ.

 Пирĕн поселенинче урамсен тăршшĕ 33 çухрăма тăсăлать. Вĕсене пурне те пĕр харăс асфальт сарма е тирпейлеме май çук, паллах. Кашни çул ванса пĕтнĕ урамсене вак чул сарса тикĕс-летпĕр. Виçĕ çул умлă-хыçлă ялсенчи çулсен пĕр пайне асфальт та сартăмăр. Ку ыйтупа малалла та ĕçлетпĕр. Тикĕслемелли, тирпейлемелли урамсем çителĕклех-ха. Паян пурне те пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри - Тури Туçапа Вăтаел тата Анат Туçапа Тутар Тимешне каякан çулсем, кĕперсем кивелсе пыни. Çак объектсем тỹрреммĕнех пирĕн поселенине пырса тивмеççĕ пулин те ăна юсас тĕллевпе те ĕçлетпĕр. Кашни ялтах ача-пăча площадкисене вырнаçтарнă. Граждансен пуçарăвĕпе ялсенче пĕвесем туса ун йĕри-таврашне илемлетесшĕн. Кун пек вырăн Тутар Тимешĕнче пур. Халĕ Тури Туçари Тимĕрле çырмине тасатрăмăр. Çыранĕсене çирĕплетсе кунта илемлĕ карта тытасшăн. Çул хĕрринче вырнаçнă кỹлĕре çынсем хур-кăвакал усрама та, канса ларма та, пушарниксем шыв илме те пултарччăр. Кивĕ Ахпỹртпе Анат Туçара та çак тĕллевпе хăтлăлатмалли вырăнсене палăртнă.

- Константин Анатольевич, пĕр-икĕ çул каялла эсир тепĕр пысăк программăна явăçса çамрăксемпе ял-йыш валли пысăк спортзал хута ятăр. Патшалăх пулăшăвĕпе тунă объектăн усси пур-и? Ял çамрăкĕсем унта çỹреççĕ-и?

- Çак спортзала хута янăшăн эпир паян та савăнăçа пайласа пĕтерейместпĕр. Кăçал газ та кĕртрĕмĕр. Вăл çамрăксене тата ытларах хăй енне туртать. Кунта мĕн пур услови пур. Çăвăнмалли душевойсем те ĕçлеççĕ. Çамрăксем çеç мар, çемьеллисем, аслă ăру çыннисем те волейболла, теннисла выляма çỹреççĕ, тренировкăсем ирттереççĕ. Малашлăх ĕмĕтсем те пур. Кунтах хул-çурăма тĕреклетме тренажер залне уçасшăн. Спорт залĕнче район шайĕнчи ăмăртусем те иртеççĕ. Урăхла каласан, поселенинче физкультурăпа спорта аталантарма, сывлăха çирĕплетме услови çителĕклĕ.

-_ Апла пулсан ялсен малашлăхĕ пурах...

- Çаплах каласшăн. Юлашки çулсенче ялсенчи пушă çуртсене хуларан çамрăксем килсе тĕпленни те çак шухăша çирĕплетме шанăç парать. Ашшĕ- амăшĕн çурт никĕсне çĕнетекенсем те йышлăн. Çакă та ырă пулăм. Ĕçлес текен çамрăксем, çемьесем хăйсем валли чун йăпанăçне ялтах тупаççĕ. Çĕрпе те ĕçлеççĕ, выльăхне те усраççĕ, çав вăхăтрах çурт-йĕрне те çавăраççĕ. Тĕрĕссипе мухтаннă пек ан пултăр та, Туçа тăрăхĕ ĕлĕкех хăйĕн хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Ăна пĕрлехи вăйпа тытса тăма çеç пĕлесчĕ. _ Çак кунсенче çеç православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Çветтуй Троица уявĕ, пиртен ĕмĕрлĕх тĕнчене уйрăлнă тăванăмăрсене асăнмалли кун иртрĕ. Усал вирус чирĕ кăçал тĕн уявĕсене çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе ирттерме май памарĕ пулин те, масарсен тирпейĕ, ку ĕçре ял халăхĕн хастарлăхĕ пирки сиртен сăмах илтес килет.

- Кашни ялта масартан таса та сăваплă вырăн пулмалла мар. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов канашлусенче тăтăшах аса илтерсе тăрать. Çакна эпир кашни ялтах пăхăнма тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе ял çыннисен, уйрăм хастарсен вăйĕпе масарсене тирпейлĕ тытасси, кунти кĕлĕ çурчĕсене çĕнетесси, хапхисене, картисене улăштарасси тата ытти те пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе Анат Туçасем питĕ пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Кĕске вăхăтрах Э. Беззубовпа В. Кузнецов бригадисем масар айккине хăйсен вăйĕпе часовня туса хучĕç. Паян кунта питĕ илемлĕ: çеçкесем ешереççĕ, лутра йывăçсем ỹсеççĕ, çынсем вилнисен канлĕхĕшĕн часовньăна кĕрсе çурта çутаççĕ. Дмитрий Казаков масар хуçи кашни кун тенĕ пекех кунта хăйĕн валли ĕç тупать. П. Кузнецовпа пĕрле хăрнă йывăçсене касать, курăксене çулать. Кивĕ Ахпỹртпе Вăтаел ялĕсенче те масар çурчĕсене çĕнетрĕç. Маларах Туçасем хăйсен вăйĕпе кар тăрса хăтлă кĕлĕ çурчĕ лартрĕç. Хальхи вăхăтра хуларан вилнĕ тăванĕсене илсе килсе пытаракансем унтах кĕл тăваççĕ, асăнаççĕ.

- Тавах сире, Константин Анатольевич, калаçушăн. Малашне те халăхпа пĕрле ĕçлеме сире сывлăх, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика