Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак-ветеран ачасемшĕн тăрăшнă чунтан

09 июня 2020 г.

 Кăçал çĕршыв Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине паллă турĕ. Вăрçă суранĕсем Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсене те пырса тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вĕсенчен 393 çын хутшăннă, 192-шĕн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă. Аслă Чемен шкулĕнче ĕçленĕ вĕрентекенсем те ытти çамрăксемпе пĕрле нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн кĕрешнĕ. Вĕсенчен пĕри - П. Парусов. Вăл Тури Чакăра 1923 çулхи августăн 16-мĕшĕнче çуралнă.

Пантелей Дмитриевичăн "Личный листок по учету кадров" докуменчĕ тăрăх унăн вăрçăри çулне, тăван тăрăха таврăнсан ăçта вĕреннине, мĕнле наградăсем илнине пĕлме пулать. Çавăн пекех тăшманпа çапăçни пирки çырса пынă дневникĕ те пур.

 1942 çулта Пантелей Дмитриевич пĕрремĕш хут вăрçа хутшăннă. Çак çулах мартăн 3-мĕшĕнчен пуçласа августчен каччă Краснодарти пулеметпа миномет училищинче ăс пухнă. Унтан вĕренсе тухсан 1944 çулхи декабрь уйăхĕччен Донск фронтĕнче, контрразведкăн 83-мĕш уйрăмĕн отрядĕнче тăнă.

1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен Сталинград (Волгоград) хулине илессишĕн хаяр çапăçусем пынине пурте пĕлетпĕр. Пантелей Дмитриевич çавăн чухне паттăрлăх кăтартнăшăн "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медале тивĕçнĕ. Контрразведчиксем Сталинграда хỹтĕленĕ чухне фашистсен шпионĕсемпе, диверсанчĕсемпе, нимĕçсен пропагандине саракансемпе, дезертирсемпе пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç тунă. "1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 22-мĕшĕччен Дон тата Сталинград фрончĕсенчи контразведчиксем 300 пин çар çыннине тĕрĕсленĕ, 2 пин çын дезертир пулнă, 1739 уголовлă ĕç тупса палăртнă, 348 шпиона, 50 абвер (Германин контрразведкин тата разведкин çар органĕ) агентне арестленĕ. Ноябрьте вара икĕ боевик-агента тытса чарнă. Вĕсем 62-мĕш армин командующине В. Чуйкова хирĕç теракт хатĕрленĕ", - тесе çырнă НКВД Патшалăх оборонине çырнă çырура. 1942 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Сталин хушăвĕпе килĕшỹллĕн П. Парусов ефрейтора "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Акă, мĕн çырнă унта: "С августа месяца 1942 года тов. Парусов показал себя одним из лучших бойцов в выполнении приказа Маршала Советского Союза т. Сталина №227 от 28 июля 1942 года. В битве за Сталинград имеет на своем боевом счету четырех пленных немцев. Находясь в обороне плацдарма на правом берегу реки Днепр тов. Парусов с группой бойцов уничтожил до 20 немцев, пытавшихся атаковать месторасполжение взвода. В боях проявил смелость и упорство. За проявленную отвагу и мужество в боях с немецкими захватчиками достоин правительственной награды".

Пантелей Дмитриевич дневникĕнчен 1943 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче пирĕн салтаксем Сталинградран 16 çухрăмра вырнаçнă Бекетовка ялĕнче пулни, мартăн 29-мĕшĕнче вĕсен эшелонне нимĕçсем тапăнни паллă. Апрелĕн 3-мĕшĕнче пирĕн çарсем Украинăри Волчанск хулине çуран çитнĕ. Кунта вăхăтлăх шăп пулнă. Июлĕн 5-мĕшĕнче фашистсем Белгород хули патĕнче наступлени пуçланă, çĕршер самолечĕ тỹпере явăннă, хаяр çапăçусем пуçланнă. Тăшман тапăнăвне Совет салтакĕсем темиçе хутчен те сирсе янă. Икĕ енчен те пысăк çухатусем тỹснĕ.

1943 çулхи апрельтен Воронеж фронтĕнче, августран Степной фронтĕнче çапăçса паттăрлăх кăтартнă ентеш. Октябрьте Пантелей Дмитриевича штаба чĕнсе илнĕ, аслă писарь пуласса пĕлтернĕ. Малалла вĕсем тăшмана çĕнтерсе Терновая, Рогань, Харьков, Водолага, Красноград, Киев... тата Украинăра вырнаçнă ытти хуласемпе ялсене, Венгри, Румыни, Чехословаки çĕршывĕсене тăшман аллинчен хăтарнă.

 1944 çулхи декабрьтен пуçласа 1946 çулхи ноябрьччен Тури Чакă каччи Украинăн иккĕмĕш фронтĕнче, гвардин 7-мĕш арминче, интендантсен (çар чаçĕсемпе учрежденисене çар хуçалăхĕ паракан тата тивĕçтерекен çар çыннисем) уйрăмĕнче тăнă. Паттăр салтакшăн вăрçă кунĕсем Прагăра вĕçленнĕ. Ентешпе юлташĕсем Хĕрлĕ çар Берлина илнине савăнса кĕтсе илнĕ. Пурте хĕпĕртенĕ, пĕр-пĕрне ыталанă. Анчах çĕнтерỹ пирки никам та официаллă пĕлтермен. Пантелей Дмитриевичпа юлташĕсем штабри радиоприемник çывăхне вырнаçса ларсах Юрий Левитан диктор фашистсене парăнтарнине пĕлтернине итленĕ.

Тăшман лăпланасшăнах пулман, Совет салтакĕсене хирĕç тăнă. "После умелого обходного маневра наши войска заняли Прагу. Третий Украинский фронт присоединился с войсками союзников", - тесе çырнă ентеш хăйĕн дневникĕнче. 1945 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче П. Парусов Австри тĕп хулинче Венăра Стефани заборĕнче, зоологи тата хула паркĕсенче, патша керменĕнче курса çỹренĕ. Июль уйăхĕнче вăл Венгрие çитнĕ. 1946 çулхи ноябрьтен пуçласа 1948 çулхи апрель уйăхĕччен Ереванта çыхăну полкĕн 77-мĕш уйрăмĕнче делопроизводительте тăрăшнă.

Вăрçă хыççăнхи биографийĕ те Пантелей Дмитриевичăн пуян. 1948 çулхи апрельте тăван ялне таврăнсан вăл Хусанти учительсен институтĕнче икĕ çул физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче ачасене вĕрентнĕ, 8 çул завучра вăй хунă. 1962 çулта тăван шкула таврăннă. 11 çул ачасене физика тата математика предмечĕсене алла илме пулăшнă, виçĕ çул завучра тата директорта ĕçленĕ. 1975 çулта Шăхачри 8 çул вĕренмелли пĕлỹ çуртне куçнă.

Хăть хăш ĕçре те Пантелей Дмитриевич хăйне шаннă тивĕçе тăрăшса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Мăшăрĕпе, биологипе вĕрентнĕ Акулина Степановнăпа виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Пурне те аслă пĕлỹ панă. Аслă ывăлĕ Борис, Елена, Валентина кинĕсем, Анастасия, Марина мăнукĕсем шăпах учитель профессине суйласа илнĕ. Даша мăнукĕ те педагог пулас ĕмĕтлĕ.

Д. Парусов паян пирĕнпе юнашар мар, вăл 1992 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика