Яльчикское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАСАРА КĔМЕ ЧАРНĂ

04 июня 2020 г.

МАСАРА КĔМЕ ЧАРНĂ

Коронавирус инфекцийĕ çав-çавах парăнма шутламасть. Эпир кашниех тимлĕ пулсан, санитарипе эпидемиологи йĕркисене çирĕп пăхăнсен çеç çĕнтерме пулать ăна. Çавăнпа та хальлĕхе массăллă мероприятисем ирттересси пирки те сăмах пыма пултараймасть. Çакна шута илсех республикăра, çавăн пекех Елчĕк районĕнче те чиркÿсене кайма, Çимĕкпе Троицăна тухма чарнă.

 

Виталий РЫБКИН, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ:

– Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пандеми хăрушлăхне палăртса ятарлă йышăну тунă – вилнисене асăнмалли кунсенче масар çине кĕме юраманни çинчен пĕлтернĕ. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче вирус тата хăвăрт сарăлас хăрушлăх пысăк. Апла пулсан асăрханулăха пушшех ÿстермелле. Чиркÿсен настоятелĕсем каланă тăрăх, çемьепе пуçтарăнса килте асăнса çини, вилнисен ячĕпе кĕлĕ вулани те сăваплă.

Пĕр-пĕрне ăнлансан, ятарлă йĕркене çирĕп пăхăнсан кăна хăрушă чире хăвăртрах парăнтарăпăр.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика