Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Мухтав” орденне тивĕçнĕ

08 мая 2020 г.

“Мухтав” орденне тивĕçнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çывхарса çитрĕ. Синкерлĕ пулăм пулса вăл пирĕн çĕршыв историне яланлăхах кĕрсе юлнă. Çулран-çулах çав хăрушă пулăмсен чĕрĕ юлнисен шучĕ сахаллансах пырать. Алманч ял тăрăхĕнче те Аслă вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă ветерансем юлмарĕç. Çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă çак синкерлĕ кунсем çинчен аван пĕлекенсен йышĕ те чаксах пырать. Сăмахăм Мухтав орденне тивĕçнĕ Ленинград фронтĕнче çапăçнă паттăр салтак Тимофей Клементьевич Клементьев çинчен пырĕ. Эпĕ унпа “Гигант” колхозра тĕп экономистра ĕçленĕ вăхăтра, 1966 çулта паллашнăччĕ. Хăй каланă тăрăх, вăл Вăрманкас Алманч ялĕнче 1909 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕсĕр, çурма тăлăха юлса ỹснĕ. Ашшĕ — Клементий Иванов, пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен чирлесе таврăннă хыççăн нумаях та пурăнайман. Тимахви пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă, патвар ача пулнă. Шкул çулне çитичченех кĕтỹ пăхма çỹренĕ, ял çумĕнчи юнашар вăрмантан çăка вуллисем илсе килсе пушăтран çăпата ăсталама та пĕлнĕ. 7 çул тултарсан Супарти шкула çỹренĕ, 4 класс вĕреннĕ. 1930 çулта ялта “Сила” колхоз йĕркелесен, тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă. Уйрăмах пуртă-пăчкăпа ĕçлесси уншăн чун йăпатмăшĕ пулнă. Вăрçă умĕнхи çулсенче Красноармейски МТС-ĕн Тусайри трактор бригадинче МК-1100 маркăллă молотилкăпа машиновед пулса тăрăшнă. Маттур кĕлеткеллĕ, сарлака çан-çурăмлă, ĕçе тĕплĕ, тăрăшса тăвакан, ỹркенмен механизатора колхоз ертỹçи ырланă, кăштах укçа-тенкĕ те парса чысланă, преми шучĕпе тырă панă. 1932 çулта, тырă вырма тухас умĕн, Тимахви ялти çамрăк хĕре, Варварăна, 1910 çулта çуралнăскере, качча илет, туй тусах пĕрлешет. Çулталăкран Надя хĕр пĕрчи çуралать, 1935 çулта Зина, 1938 çулта вара çемьере Аля хутшăнать. Вăрçа тухса каяс умĕн Шура хĕрĕ кун çути курать. Туслă çемье 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче лаша кỹлсе Трак ярмăрккине тухса каять. Анчах савăнма тỹр килмен вĕсене, Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем вăрçăпа тапăнса кĕни çинчен илтеççĕ. Ярмăрккăна пухăннă çынсем кĕске хушăрах саланса пĕтеççĕ. Тимахви çемйи те яла хурланса таврăнать. Тепĕр кунтанах, июнĕн 23-мĕшĕнче, кил хуçине фронта тухса кайма повестка параççĕ. Малтанах вăл снайперсен ротине лекет, унта снайпер профессине илме вĕренет. Ун хыççăн ăна Ленинград фронтĕнчи 38-мĕш стрелоксен полкне куçараççĕ. Патвар салтака миномет расчетĕнче “подносчик” пулма çирĕплетеççĕ. Пĕрремĕш çапăçăва Тимофей Клементьев Усть-Тосно поселок çумĕнчи чукун çул станцийĕ çывăхĕнче хутшăнать. Çамрăк салтак çапăçура хастарлăх кăтартать, ăна ефрейтор çар званийĕ параççĕ. Кĕçех ăна урăх вырăна куçараççĕ, Ленинград хулине хỹтĕлекен понтонлă батальона лекет. Кунта вăл юхан шывсем урлă понтон кĕперсем хывнă ĕçре вăй хурать. Йывăр условисенче ĕçлеме тивет вĕсене, тăшман авиацийĕ тапăнсах тăнă, бомбăсем пăрахнă. Тимофей Клементьев чылай çапăçусене хутшăнать, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать. Ун çинчен архивра упранакан çар командованийĕн докуменчĕпе те паллашма тỹр килчĕ. “Красноармеец тов. Клементьев Т.К., являясь рядовым стрелком 38 стрелкового полка 42 армии Ленинградского полка в боях 7-го и 8-го переправа через реку Невы под дер. Невский Дубровки, 29.04.1942 г. был тяжело ранен осколком мины в левое бедро с повреждением костей. В следствие чего левая нога осталась без действия (полный анхилоз)”. Тăна çухатса чылай выртнă вăл. Мина ванчăкĕсем унăн пуçне, ĕнсипе çурăмне те кĕрсе ларнă. Унăн чи çывăх юлташĕ, тутар каччи Самат вилмеллех аманни çинчен асăнатчĕ блокадник. Тимофей Клементьев Киров облаçĕнчи пĕр хулара госпитальте сипленнĕ, унăн урине врачсем татасшăн пулнă, анчах та вăл хирĕçленĕ. Паттăр салтака 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче госпитальтен кăларнă, вăл тăван яла хуçланайман-тỹрĕ урапа таврăннă, ăна 2-мĕш ушкăн инвалидне кĕртнĕ. Пуç тирĕ, ĕнсе, çурăм çине кĕрсе ларнă мина ванчăкĕсем пĕчĕккĕн тасалсах пынă, юлашки осколкине тăван шăллĕн Минькăн арăмĕ, Краснодар крайĕнчен курма килнĕскер, опытлă врач, 1970 çулта, утă вăхăтĕнче кăларнă. Эпĕ, Тимофей Клементьевичăн кĕрỹшĕ пулнă май, ăна операци тунине лайăх астăватăп. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тимофей Клементьев гвардеец-блокадник II, III степеньлĕ Мухтав орденĕсене, Тăван çĕршыв вăрçин орденне, “Германие çĕнтернĕшĕн” тата ытти нумай медальсене тивĕçнĕ. Ял-йышра та хисепре пулнă вăл. Вăрçă çулĕсенче çуралнă ялĕнче цыгансем хуçаланнă пулнă. Вĕсен таборĕ ял çумĕнчи Супар вăрманĕн уçланкинче вырнаçнă. Ялта выльăхсене çаратнă. Тин çеç Совет Çарĕнчен таврăннă 130 килограма яхăн таякан маттур кĕлеткеллĕ салтак хăрах костыльпе тата туяпа пулин те ялти маттур лашана кỹлсе вĕсен таборне каять, ял халăхне цыгансенчен хăтăлма пулăшать. Ĕçсĕр ларма пултарайман запасри гварди салтакĕ, блокадник чылай хушă шорникре ĕçлерĕ, урапа-çунасене йĕркене кĕртрĕ, платниксен ĕçне те хутшăнчĕ, юлашки çулсенче бригадăри пушар хуралĕн начальникĕнче тимлерĕ. Шкул ачисемпе туслă çыхăну тытрĕ вăл, çамрăксен ирĕклĕ пушар дружини йĕркелерĕ. Коммунистсен партийĕн членĕ пулнă. Пухусенче час-часах тухса калаçатчĕ, кирлĕ сĕнỹсем паратчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче юратнă мăшăрăн Тоньăпа (1948 ç.), Галина (1949 ç.) хĕрĕсем çуралчĕç. 6 хĕрĕ те çемьеллĕ, ватăсене 26 мăнук чылай савăнтарса пурăнчĕç. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ, гвардеец-блокадник 1994 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем унăн паттăрлăхне яланах асра тытаççĕ. Алманчри вăтам шкулта вĕренекенсем те çулсеренех Çĕнтерỹ парадĕнче унăн сăн ỹкерчĕкне “Вилĕмсĕр полкра” йăтса утаççĕ.

А. Николаев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика