Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăх пуçлăхĕ халăхпа пĕрле пулма ăста

22 мая 2020 г.

2018 ÇУЛТАНПА Çĕньял ял тăрăхне Мария Мадюкова ертсе пырать. Маларах 43 çул педагогика каçалăкĕнче тăрăшнă хĕрарăм çак çăмăл мар лава кỹлĕннĕ хыççăн вырăнти муниципалитетра чылай ырă улшăну пулса иртрĕ. Мария Ильинична тăрăшулăхĕпе чăн малтанах ялсенче тирпей-илем, хăтлăх хуçаланма пикенчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ масарсене пăхса тăрас, палăксен таврашĕсене тирпейлес, çулсене йĕркене кĕртес, ял халăхĕ валли кану вырăнĕсем уçас, çав вăхăтрах ырă йăла-йĕркене малалла тăсас тата ытти ĕçсене те хастар ертсе пырать. Çакă чăн малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăхпа пĕрле пулма, пĕр чĕлхе тупса вăй хума пултарнин "çимĕçĕ". Çав вăхăтрах виçĕ ача амăшĕ хăйне творчествăлла аталантарма та май тупать. "Авангард" хаçат тусĕ виçĕ кĕнеке, нумай статьясемпе сăвăсен авторĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак кунсенче Çĕньял ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллашнă май, Мария Мадюковăна малашне те ял аталанăвĕшĕн вырăнти халăхпа, общественноçпа пĕрле тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика