Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллă çемьесене-тимлĕх

22 мая 2020 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ 249-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшỹллĕн, амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ е (маларах çак сертификатпа усă курнă) Раççейри çемьесене кăçалхи апрель уйăхĕн- чен пуçласа июнь уйăхĕччен çемьери виçĕ çул тултарман кашни ачашăн уйăхсерен 5-шер пин тенкĕ тỹлеççĕ. Çак указа улшăнусем кĕртнĕ май, халĕ асăннă укçана амăш капиталĕн сертификатне илме право çук çемьесем те тивĕçеççĕ. Чи малтанах çакă 2017 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕрремĕш ача çуратнă е усрава илнĕ Раççей çемйисене пырса тивет. Вĕсен апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен паракан 5 пин тенкĕне илес тесен, кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă электронлă заявлени памалла.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче виçĕ çул тултарман ачаллă тепĕр 12 пин çемье патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ.

Унсăр пуçне, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ тепĕр çĕнĕ социаллă пулăшу мерине йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачаллă çемьесем пĕр хутчен тỹлекен 10 пин тенкĕне илме тивĕçлĕ. Ку укçана çемьери кашни ачашăн тỹ леме йышăннă. Пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕ укçана Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан Раççей гражданинĕсем çуратнă е усрава илнĕ ачисемшĕн тивĕçеççĕ. Тỹлеве илес тесен, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени памалла.

Заявленисене кăçалхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Укçана вара июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тỹлеме тытăнаççĕ. Çавна май, заявление пама çемьесен тепĕр 5 уйăх пур. Ăна ашшĕ-амăшĕнчен пĕри парать. Унта ачан çуралнине ĕнентерекен документа тата укçана куçармалли банк счечĕн реквизитне кĕртмелле. Урăх нимĕнле хушма документсем кирлĕ мар. Заявление Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, Пенси фончĕн клиент служби, кăшт каярах Нумай Функциллĕ Центр урлă пама пулать.

Çакна асра тытмалла! Опекунсемпе попечительсем заявление хăйсем çеç килсе çырма пултараççĕ. Вĕсен пĕрле ача çине право пуррине пĕлтерекен документ пулмалла.

Патшалăх пулăшăвĕ паракан икĕ тỹлеврен налук тытса юлмаççĕ тата ытти хушма пулăшусене илнĕ чухне те вĕсене шута илмеççĕ.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе пĕр хутчен тỹлекен укçана 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачаллă 200 пин ытла çемье тивĕçет.

Уйăхсерен тата пĕр хутчен тỹлекен укçа пирки хушма информаципе Раççей пенси фончĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Оксана ВЕРЛИКОВА, РФ Пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика