Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Альмира Хабибуллина – лауреат

19 мая 2020 г.

Майăн 15-мĕшĕнче «Чăваш Республикин çулталăк учителĕ — 2020» республика конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта 7 финалист хутшăннă. Вĕсем пурте конкурсăн онлайн мелпе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр ăнăçлăн тухнă.
Мероприяти ЧР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн видеообращенийĕнчен пуçланнă. «Регион тапхăрне пултаруллă, творчествăлла педагогсем хутшăнаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ», — палăртнă Олег Николаев. Вăл кашни финалиста — ăнăçу, çĕнтерÿçе вара республика чысне Раççей шайĕнче çÿлте тытма суннă.
Конкурсантсем тĕрĕслевсене çăмăллăн парăнтарса хăйсен ĕçне лайăх пĕлнине кăтартса панă. «Çулталăк учителĕ» конкурс кашни педагога хăйĕн опытне кăтартма, учитель профессийĕн ят-сумне ÿстерме пулăшать. Ку вăл — конкурс çеç мар, професси ăсталăхĕн чăн-чăн шкулĕ, ытти учительсенчен вĕренмелли, пĕр-пĕрин опычĕпе, интереслĕ шухăшсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашмалли лайăх мел», — палăртнă ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев. Вăл педагогсемпе вĕренÿпе çыхăннă хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Çав шутра дистанци вĕренĕвĕ, патриотизм урокĕсем, пĕлĕвĕн хаклав системи, паянхи учителĕн сăн-сăпачĕ çинчен калаçу пынă.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн жюри 5 лауреата суйласа илнĕ. Вĕсен шутĕнче Тукай Мишер вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Альмира Хабибуллина та пур. Маттур педагогпа хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
Çĕнтерÿçĕ-педагога ăшшăн саламлатпăр, профессире малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика