Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ тутă

15 мая 2020 г.

Турханти вăтам шкулăн 4 класне 19 ача çỹрет. Пĕринчен тепри маттур вĕсем. Çут çанталăк панă ăс-тăна тарăнлатсах пыма тăрăшаççĕ. Шкулта, районта, республикăра иртекен олимпиадăсемпе конкурссене, интеллектуаллă вăйăсене хутшăнаççĕ. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Акă, Игорь Рябчиков чăваш чĕлхипе районта пулнă тупăшура иккĕмĕш, республикăра пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕ. Вырăс чĕлхипе районта тăваттăмĕш пулчĕ.

Анна Марышкина литература вулавĕпе мала тухрĕ. Данил Кузьмин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Глеб Фомин тăван тавралăха тĕплĕ пĕлнипе палăрчĕ. Егор Еремеевăн, Даниил Ершовăн, Костя Кадушкинăн, Афанасьевăпа Калдырмина Настьăсен те тавçăрулăхĕсем пур.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă конкурссене те хаваспах хутшăнчĕç вĕренекенсем. Акă, Костя Кадушкин мăн аслашшĕ пирки (вăрçă хирĕнче дневник çырса пынă, 4 ордена тивĕçнĕ, амăшĕ енчен) сочинени çырса "Çак куна эпир май килнĕ таран çывăхлатрăмăр" республика конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Егор Колесников (мăн аслашшĕ пирки), Аня Марышкина (Степан Леонтьев çинчен), Игорь Рябчиков (Яков Махмутов пултарулăхĕпе) тĕрлĕ ĕç хатĕрлерĕç.

Ỹкерчĕксен конкурсне те явăçрĕ çитĕнекен ăру. Настя Афанасьева (тĕнчипе паллă ỹнерçĕ А. Кокель тăванĕ) ку енĕпе районти, республикăри тупăшусене хутшăнчĕ.

Ачасен çитĕнĕвĕнче, паллах, класс ертỹçин тỹпи пысăк. Т. Раевская кăçалхипе кĕçĕн классен тăххăрмĕш выпускне кăларать. Пĕрле ĕçлекен педагогсен те - Н. Косойкина, О. Купцова - ĕç ăсталăхĕ çителĕклех. О. Кокеле вара Татьяна Петровна пуçламăш классенче хăйех пĕлỹ панă.

Татьяна Петровна хăй те конкурссене хутшăнмасăр тăмасть. Аслă категориллĕ учитель республикăри вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ. Унăн класс пỹлĕмĕ районта "Чи лайăх кабинет" та пулнăччĕ. Çавăн пекех Т. Раевская тĕрлĕ çулта "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурссенче пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика