Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуç таятпăр ветерансем умĕнче!

08 мая 2020 г.

Ыран эпир Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине уявлатпăр. Паянхи куна районта 8 вăрçă участникĕ, 82 салтак арăмĕпе 201 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вăрçă участникĕсене ятран асăнар: Трапайри Семен Семенович Шорников, Тумликассинчи Кузьма Кузьмич Аргандейкин, Атнарти Андрей Николаевич Мадебейкин, Утаркассинчи Вера Михайловна Петрова, Пух танкассинчи Герман Семенович Пудейкин, Ваçкаçырминчи Арсентий Иванович Вадейкин, Çĕн Атикассинчи Клавдия Гавриловна Ижетникова, Тихăнушкăнчи Геннадий Иванович Пакрушов. Вĕсем нумаях пулмасть патшалăхран 110 пин тенкĕне, ĕнер вара "Аслă Çĕнтерĕве 75 çул" медале, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн парнисене тивĕçрĕç.

Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине уявламалли кунсем килте лармалли режимпа пĕр вăхăтра килнĕрен йăлана кĕнĕ чылай мероприятие унчченхи пек ирттерейместпĕр. Анчах та ку эпир Çĕнтерỹ кунне паллă тумасăр ирттерсе ярассине пĕлтермест. Интернетпа усă курса пирĕн çĕршывра тем тĕрлĕ акци те йĕркеленĕ.

Майăн 6-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Енре "Пирĕн Çĕнтерỹ кунĕ" ("Наш День Победы") акцие уçнă. Асăннă юрă марафонĕ Атăлçи федераци округĕнче иртет, унта "День Победы" юрра вырăсла тата тĕрлĕ чĕлхесемпе юрлаççĕ. Чăвашла ку юрра Юрий Сементер поэт куçарнă. Пурте пĕлекен тата юратакан юрра чăвашла юрланă клипа район хаçачĕн сайтĕнче тата социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче курма пулать.

Çĕнтерỹ кунне халалланă тĕрлĕ онлайн-акцисене пирĕн районта пурăнакансем те активлă хутшăнаççĕ. Ача садне çỹрекенсем, шкул ачисем хăйсем тăрăшнипе тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе "Çĕнтерỹ чỹречисем" ("Окна Победы") акцие хутшăнса килти чỹречесене Çĕнтерỹ уявĕпе çыхăннă ỹкерчĕксемпе илемлетеççĕ, унтан илемлетнĕ чỹречесен сăнỹкерчĕкĕсене социаллă сетьсене лартаççĕ. Ку акцие районти культура çурчĕсем те хутшăнаççĕ.

Çавăн пекех ачасем "Килти астăвăм сачĕ" ("Сад памяти дома") акцие хутшăнса пахчара, садра тĕрлĕ йывăç-тĕм лартаççĕ.

Унсăр пуçне ачасем "Çĕнтерỹ открыткисем" конкурса хутшăнса илемлĕ открыткăсем ăсталанă.

"Вилĕмсĕр полк" акци те кăçал интернетра иртет. Вăрçа хутшăннă çывăх çынсен, тăвансен сăнỹкерчĕкĕсене тата вĕсем çинчен çырнине социаллă сетьсенче #бессмертныйполк хештегпа лартма пулать. Унпа пĕрлех вăрçă участникĕсем пирки каласа паракан кĕске видеосене #пĕрлемухтанатпăр #вместегордимся хештегсемпе лартма пулать. Сăмах май, асăннă акцие район хаçачĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Районти Нумай функциллĕ культура центрĕн инстаграмри страницинче Çĕнтерỹ кунĕпе çыхăннă чылай акцие хутшăннине курма пулать. Кунта сăвă калакансем те, юрă юрлакансем те пур, "Çĕнтерỹ чỹречисене" те, вăрçă вăхăтĕнчи плакатсене те курма пулать. Сăмах май, вăрçă темипе çыхăннă презентацисене (вĕсене район сайтĕнче курма май пур) ял тăрăхĕсем аван хатĕрленине палăртса хăварас килет.

Майăн 9-мĕшĕнче вара ирхи 10 сехетре телевизорпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламланине курма пулĕ. 19 сехетре çĕршывĕпех пĕр минут хушши шăп тăрĕç. Хулара пурăнакансем балкон çине "Вилĕмсĕр полк" акци валли хатĕрленĕ сăнỹкерчĕксене йăтса тухма пултараççĕ. "Шăплăх минучĕ" хыççăн пурте пĕрле балкон çинчен, чỹречерен "День Победы", "Катюша" юрăсене юрлĕç.

22 сехетре "Фонарики Победы" акци иртет. Вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса чỹрече çине çурта çутса лартма е пĕчĕк хунар çутма, е телефон çинчи хунара çутма сĕнеççĕ. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика