Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана манмаççĕ

08 мая 2020 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнĕ май кашни килте тенĕ пекех фашистсене хирĕç çапăçнă тăванĕсене тата вĕсен паттăрлăхĕсене, кун-çулне аса илеççĕ. Татмăшри Зиновий Кудряшова ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, манмаççĕ.

Кудряшовсен çемйинче тăватă ывăл пулнă: Василий, Зиновий, Иван тата Николай. Вĕсен амăшĕ ачисем пĕчĕккĕ чухнех çĕре кĕнĕрен ашшĕ пĕчченех пăхнă. Арçын вăрçă пуçлансан аслă ывăлне, 1924 çулта çуралнă Василие, тăшманпа çапăçма ăсатать. Вăл хыпарсăр çухални пирки часах çыру килнĕ.

1926 çулта кун çути курнă Зиновие 1943 çулта салтака кайма ят тухать. З. Кудряшов стрелоксен 393-мĕш дивизийĕнче тăшмана хирĕç çапăçать. 1945 çулта водительсен курсне пĕтерет. 1950 çулта тин салтакран тăван ялне таврăнать. Анчах иккĕмĕш ывăлне ашшĕ кĕтсе илеймен - ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Тăлăха юлнă Иванпа Николая иккĕмĕш сыпăкри Катерин аппăшĕ хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ. Зиновий шăллĕсене пăрахмасть, вĕсене ура çине тăма, çемьеленме пулăшать.

Кайăксем те мăшăрлă пурăнаççĕ. З. Кудряшов пурнăç çулĕпе пĕрле утма Нина ятлă хĕре суйласа илнĕ. Вĕсем 7 ача - тăватă ывăлпа виçĕ хĕр - çуратса ỹстернĕ. Кашнине тивĕçлĕ воспитани пама, пĕлỹ илме пулăшнă. Ашшĕ-амăшĕ пилленĕ çулпа тăватă ачи аслă пĕлỹ илнĕ, иккĕшĕ - техникумран вĕренсе тухнă, пĕри сутуçăсен курсне пĕтернĕ. Ывăлĕсем пурте салтака юрăхлă пулнишĕн те вăрçă ветеранĕ савăннă. "Тăван çĕршыва хỹтĕлени пысăк чыс", - тенĕ вăл яланах. Зиновий Тихонович хăй тивĕçлĕ канăва кайичченех водительте, трактористра, тырра тасатса тирпейлесе кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. Ачисене те хăй пекех ĕçчен пулма вĕрентнĕ.

Шел пулин те, З. Кудряшов Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине тăванĕсемпе пĕрле кĕтсе илеймест. 2004 çулта вăл ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Унăн мăшăрĕ - Нина аппа - 94 çула çитнĕ. Çулĕ шултăраланнă пулсан та сывлăх енчен аптăрамасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те пурнăçлама пулăшать. Ачисемпе, 8 мăнукĕпе тата 13 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика