Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хавал" кану паркĕ чăрăшсемпе пуянланнă

08 мая 2020 г.

ИРТНĔ çулла Çĕньялта ял хавалĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе уçнă "Хавал" кану паркĕ малашне ентешсемшĕн чăн-чăн культура кĕтесĕ, çут çанталăкпа, тавралăх илемĕпе киленмелли вырăн пулĕ. Çак кунсенче кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май "Астăвăм сачĕ" акцие хутшăнса 200 тĕп ытла чăрăш лартса хăварнă, парка тата пуянлатнă. Асăну аллейине пирĕн пурнăçшăн вăрçăра çапăçнă хисеплĕ ветерансене халалланă. Çамрăк хунавсемпе Турханкасси вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ Наиль Янтыков тивĕçтернĕ. Акцире Анат Тăрмăшсем те хастарлăх кăтартнă, ветерансене асăнса çĕкленĕ палăк таврашне 150 чăрăш лартнă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика