Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Малашлăх пур - чун савăнать"

07 мая 2020 г.

Çапла хак пачĕ Кзыл Камыш аталанăвĕ пирки ял старости Гаяз Неуметов. Унăн сăмахĕпе ял-йыш çеç мар, районта пурăнакан кашни çын килĕшет пуль тетĕп. Ял çĕнелсе пыни пурне те хавхалантарать. Çакна та палăртса хăвармалла. Ялта тĕпленнисене патшалăх та чылай çăмăллăх, кирлĕ услови туса парать. Ан ỹркен çеç. Паян халăхшăн тăвакан пуçаруллă шухăша пурнăçа кĕртме те йывăр мар. Иртнĕ çул çеç районта пуçарулăх бюджечĕпе усă курса чылай ĕç пурнăçларĕç. Вĕсем пурте яла малалла аталантарас, ăна хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ объектсем. Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл Камышри кану паркĕ - вĕсенчен пĕри. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче ял çыннисем чыслă та сумлă хăнасемпе пĕрле хăйсен савăнăçне пайларĕç.

Сăмах май каласан, паян ял илемĕ шутланакан çак вырăн маларах хыт-хура, йывăç-хунав айне пулнă лаптăкчĕ. Кунтах хăшĕ-пĕри кил хуçалăхĕнче пуçтарăннă çỹп-çапа та тăкнă. Кану паркĕ пулмалли вырăна тирпейлесе çитериччен сахал мар тăрăшма, пуçтарма, тирпейлеме тивнĕ. Паян пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçланă объектшăн кунта пурăнакан кашни çын савăнать, тав тăвать. Кунта ял-йышăн тỹпи те пур: 3 миллион тенкĕ ытларах тăракан объектшăн 600 пин тенкине шăпах халăх пĕр шухăшлă пулса пуçтарнă, 692 пинне юридика пĕлтерĕшлĕ çынсем, предпринимательсем пая кĕнĕ, ытти вара республика хыснинчен.

- Юлашки çулсенче пирĕн Кзыл Камыш палăрмаллах çĕнелчĕ. Тĕрĕссипе пирĕн ялта ытти хăш-пĕр çĕрти пек чуна ыраттаракан пушă çуртсем те сахал. Ялти виçĕ урамра та хулари евĕр асфальт çул тăсăлса выртать. Çуртсене чылайăшĕ паха строительство материалĕсемпе çĕнетеççĕ. Ачасем сывă та тĕреклĕ, спортпа туслă ỹсчĕр тесе маларах ял варринчи пушă вырăна М. Юсупов хăй вăйĕпе стадион уçса пачĕ. Кунтах шăпăрлансем валли ача-пăча лапамĕ те пур. Сăмах май каласан, "Кзыл Камыш" çĕр ĕç фирмин ертỹçи Минхайдар Юсупов ыр кăмăллăхĕпе, унăн тивлечĕпе тăван ял чăнах та чылай çĕнелчĕ. Вăл кирек мĕнле пуçарăва та алхапăл йышăнать, укçа-тенкĕпе е техникăпа пулăшать. Нихăçан та хирĕçлемест. Чылай çемье унăн çĕр ĕç фирминче ĕçлесех çуртне-йĕрне те тăвать, хуралтисене те улăштарать, техника та туянать тата ытти те. Ялта ун пек малашлăхшăн хыпăнса çунакан çынсем пулни хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе эпир телейлĕ тесе каласшăн,- кăмăлтан каласа парать хăйсен пурнăçĕ пирки ял старости Гаяз Альбертович.

Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк, паллах. Çимĕçĕ те ырă теççĕ. Ял нушине, ыйтăвне чĕре çывăхне илекенсем юнашарах пулни савăнтарать. Кзыл Камышсем паян "Раççейри чи хăтлă ял" конкурса та хутшăнма хатĕр. Коронавирус пăтăрмахĕ çак ыйтупа ĕçлеме кăштах чарчĕ пулин те, ял тăрăх пуçлăхĕ Минсур Валитов çирĕплетнĕ тăрăх, ырă шухăш-тĕллев пăрахăçланман. Кзыл Камышсем пĕрлехи вăйпа ял тирпей-илемне тытса тăма та, ăна çĕнетсе аталантарма та пултараççĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика