Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ

20 марта 2020 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 75 çул çитет. Çавна май районти ачасен искусство шкулĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсем тăтăшах район, республика тата Раççей шайĕнчи конкурс-тупăшусене те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть кунта хамăр ентеш, РСФСР халăх артисчĕ, Чăваш АССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, композитор, хор дирижерĕ, музыка обществин деятелĕ Филипп Миронович Лукин (1913—1994) ячĕллĕ “Золотые голоса” çамрăк вокалистсен районти V конкурсĕ иртнĕ. Унта ачасен искусство шкулĕн виççĕмĕш класĕнче вĕренекен Арсений Арсентьев та хутшăннă. Вăл хăйĕн ỹсĕмĕнче пĕрремĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ. Ăна Елена Ивановна Михеева преподаватель хатĕрленĕ. Искусство шкулĕн ертỹçи А.А. Козлова алă пуснă Диплома Арсений кăмăлпа йышăннă. Вăл Карай шкулĕнче пĕрремĕш класра çеç вĕренет-ха. Эрнере икĕ хутчен районти искусство шкулне вĕренме çỹрет. Мал ĕмĕтлĕ пĕчĕк вокалиста тата хастар та пултаруллă ытти вĕренекенсене те ăнăçу сунатпăр.

М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика