Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

18 февраля 2020 г.

Карай ял тăрăхĕнче пурăнакансен 2019 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пĕрлехи пухăва пуçтарăннă. Пухăва Карай ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Л. Алексеевăпа А. Кузнецов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Л. Анисимова, Çĕрпỹ районĕнчи УПФРăн хамăр районти клиент службин пуçлăхĕ М. Короткова, “Газпром газораспределение Чебоксары в г. Цивильск” ОАОн Трак енри газ участокĕн начальникĕ В. Петров, УУП тата ПДН уйрăмĕн пуçлăхĕ П. Семенов хутшăннă. А. Кузнецов районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕ-пе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, Кỹлхĕрри ял старостине С. Тимофеева, Карай ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председательне А. Семенова Тав çырăвĕсем панă. Пухăннисем умĕнче Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева сăмах илнĕ. Юлашкинчен пухăва хутшăннисене вырăнти пултарулăх коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Фойере вырăнти ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика