Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САС — Сергей, Алена, Света

31 января 2020 г.

Карайри культура çуртĕнче Татьянăсен кунĕ умĕн чăваш эстрада артисчĕсем кунти çынсене кану туса пачĕç. Сцене çинче — юрă-кĕвĕ. Ял ĕçченĕсемшĕн тата çамрăксемшĕн ку чăн пысăк концерт пулчĕ. Сергей Петров, Алена Арсентьева тата Светлана Печникова чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. Олег Романов, Светлана Печниковăн мăшăрĕ, сасă режиссерĕ хăйĕн ĕçне йĕркелесе пычĕ. Пирĕн эстрада артисчĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Карай тăрăхне киличчен вĕсем Нурăсра концерт панă. Çак кунсенче вара Алманчри культура çуртне çитмелле. Куратăр-и, мĕнле вĕресе тăрать артистсен пурнăçĕ! Вĕсем çинчен пĕлес тесе кашнинпех çывăх калаçрăм. Паянхи кун пултарулăхпа кăна пурăнаймăн: литературăра та, юрă-кĕвĕре те. Анчах пире юрăçсен пурнăçĕ тепĕр чух интереслентерет. Сцена çине тухнисĕр пуçне вĕсенчен кашниех хушма ĕç тупма тăрăшать. Сăмахран, Сергей Петров юрăçă Шупашкар районĕнчи пĕр шкулта учительте тимлет. Вăл ачаранах сценăпа туслă пулнă. Пирĕн тăрăхри ялсене ытти культура ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăшах килетчĕ. Тĕрлĕ шỹтсемпе тĕлĕнтеретчĕ. Кам шутланă вăл ỹссен чăваш эстрада çăлтăрĕ пулать тесе! С. Петров тата “Кĕмĕл сасă” конкурс лауреачĕ. Районти Виталий Петров юрăç ячĕпе йĕркелесе ирттернĕ конкурса та хутшăннă. Эпир вăл пултаруллă пулнине тахçантанпах пĕлетпĕр. Юрăç хамăр тăрăхри Тусай ялĕнче çуралнăран ăна питĕ юрататпăр. Вăл та пире “юрататăп сире чĕререн…”, терĕ. Эпир, куракансем, питĕ хĕпĕр-терĕмĕр. Сергей Петров пултарулăх сцени çинче 2007 çултанпа. Алена Арсентьева радио ĕçченĕсен йышĕнче. Вăл — кỹршĕри Çĕрпỹрен. Чăваш наци радиовĕнче унăн сасси пурне те кăмăла каймалла янăрать. Пирĕн патра та хăйĕн уçă сассипе тĕлĕнтерчĕ. Вăл çирĕм тăваттăра кăна-ха. Хăй каланă тăрăх, виççĕрех сцена çинче пĕрремĕш юррине “Как у наших у ворот” юрланă. Куракансем хушшинче амăшĕ уншăн хумханса, кĕçех “анне-е-е!” тесе кăшкăрса ярасран пăшăрханса ларнă иккен, анчах та Алена чип-чиперех юрласа пĕтернĕ. Ачалăхри чи асра юлнă саманчĕ пирки те интересленсе каласа пачĕ Алена. Пĕррехинче унăн шăлĕ питех те хытă ыратнă. “Шăл ыратсан чула та çĕклейместĕн вĕт”, тенĕ. Анчах та аллинче чул пулнине, ăна çăмăллăнах çĕкленине кайран тин асăрханă. Вăт, çапла! 2016 çултанпа пултаруллă юрăç сцена çинче чăваш тата вырăс юррисене шăрантарать. Светлана Печникова мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсем ура çине çирĕппĕн тăнă. Комсомольски районĕнче ỹссе çитĕннĕскер Алманч вăтам шкул директорĕ Олег Дмитриев паллă мар автор çырнă сăввипе кĕвĕленĕ юррине тата ыттисене шăрантарса кăмăла çĕклерĕ, куракансене питĕ килĕшрĕ. Унăн телейĕ юрă-кĕвĕре. Алла телей кĕрсессĕн вĕçертместех вăл. Пĕр-ремĕш хут 4 çулта “Солнечный круг” юрăпа сцена çине тухнă. 1998 çултан эстрада юррисемпе халăха савăнтарать. Сергей Петров, Алена Арсентьева, Светлана Печникова юрăçсен ятарлă программăпа килсе пире чăнахах савăнăçлă уяв туса пачĕç. Пĕлетĕр-и, вĕсем тата чи анлă сарăлнă ĕçпе те çывăх — тамада! Ỹркенекенни çеç ку енĕпе хăйне тĕрĕслесе пăхман пулĕ. Туй е юбилей е тата пĕр-пĕр уява ертсе пырасси малтанлăха çеç çăмăл пек курăнать. Кунта та ятарлă программа кирлĕ. Халăха мĕнле савăнтарас, уява ĕмĕр асра юлмалла тăвас ирттерес тесе тамада çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасть. Çак ĕçпе те туслă вĕсем. Куратăр-и, пирĕн эстрада артисчĕсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Концерт вĕçленсен куракансем хыттăн алă çупрĕç, вырăнти культура ĕçченĕ Любовь Платонова чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, Светлана Семеновăпа çак йĕркесен авторĕ пылак çимĕç парса пултаруллă артистсене тав турĕç. Вĕри чейпе хăналарĕç. Пултарулăхра ăнăçусем сире, чăваш эстрада артисчĕсем!

М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика