Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОРОНАВИРУС: хỹтĕленмелли чи лайăх мел - килте ларни

30 апреля 2020 г.

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин граждансем умне коронавируспа çыхăннă Раççейри лару-тăру пирки тухса калаçрĕ. Вăл çĕршыв эпидемипе кĕрешмелли çивĕч тапхăр умĕнче тăнине палăртрĕ, ĕçлемелле мар кунсене майăн 11-мĕшĕччен тăснине, çак кунсемшĕн ĕç укçи сыхланса юлнине пĕлтерчĕ. Кунсăр пуçне Владимир Владимирович Правительствăна экономикăна йăтассине тивĕçтермелли ĕç планне хатĕрлеме хушрĕ. Эпир, Раççей гражданĕсем, пире килте ларма тата карантин правилисене çирĕп пăхăнма хушнине мĕнле яваплăрах пурнăçлатпăр, çапла хăвăртрах ку эпидеми вĕçленĕ.

Хаклă вулаканăм, çурхи хĕвел хĕртсе пăхнă чух килте ларма çăмăл мар. Анчах та чир ан сарăлтăр тесен ларма тивет. Унсăрăн чир çав тери хăвăрт сарăлма пултарать. Кăна Мускав тĕслĕхĕнче те куртăмăр. Унта куллен çĕршер мар: пиншер çын чирлерĕ.

Коронавирус никама та хĕрхенмест, çав шутра çамрăксене те. Халĕ коронавирус хăвăрт сарăлас хăрушлăх пысăк. 2-3 эрне килте ларасси çăмăл мар, анчах та май пур таран нумайрах килте лармаллах. Урама хăрамасăрах тухма пулать тени пысăк йăнăш. Ытларах çакă 65 çултан иртнисене пырса тивет. Çамрăксен чир симптомсăр е çăмăлрах иртнине палăртаççĕ. Анчах кун пек çын та тепĕр 3 çынна чир ертме пултарать. Çавăнпа та пурин те сыхă та асăрхануллă пулмалла.

Килте ларма нумайăшне йăлăхтарчĕ пулсан та чăтмах тивет. Мĕншĕн тесен коронавирусăн пикĕ Раççее, çав шутра Чăваш Ене те, çитмен-ха.

Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне Раççейре - 99399-ăнЧăваш Енре 539-ăнрайонта 12 çын коронавируспа чирленĕ (ку кăтарту ĕнерхи 16 сехет тĕлне пулнă).

Раççейре 10286-ăнреспубликăра 97 çын сывалнă.

Раççейре 972-ĕнреспубликăра 8 çын вилнĕ.

Чир сарăлас хум Мускавран регионсене куçнине Раççей Президенчĕ В.Путин та каларĕ. Çавăнпа профилактика мерисене хальлĕхе çăмăллатма пултараймастпăр-ха. Район çыннисене чĕнсе калатпăр, ку вăл йăлтах сирĕн сывлăха упрас тесе йышăн-нă мера. Мĕншĕн тесен инфекци ернĕ кашни çын ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Пика çитиччен нумай вăхăт иртессине специалистсем çирĕплетеççĕ. Çавăнпа профилактика мерисем мĕн чухлĕ çирĕпрех, çавăн чухлĕ сахалрах çухатусем пулĕç тесе пĕлтересшĕн.

Ентешсем, хăвăра упрăр, профилактика мерисем çинчен ан манăр. Пурте правилăсене пăхăнса пурăнсан кăна коронавирус инфекцине парăнтарма пултарăпăр. Çак лару-тăрура халĕ мĕн тăвас килни çинчен мар, хамăра, çывăх çыннăмăрсене упрасси тĕпре пулмалла. Сыхă пулăр, хăвăра йĕркеллĕ тытăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика