Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киле ан кĕртĕр, ан ĕненĕр

04 мая 2020 г.

Халĕ çынсен çăмăл мар тапхăрта — коронавирус сарăлнă вăхăтра —  пурăнма тивет. Апла пулин те ултавçăсем çак самантпа та усă кураççĕ. Вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ. Ултавçăсем çуртсене дезинфекцилеме килнине пĕлтереççĕ. Ан ĕненĕр. Ан кĕртĕр. Вĕсем çынсен пит-куçне сиенлĕ газпа «дезинфекцилесе» пурлăхне вăрласа тухаççĕ. Халĕ ун пек дезинфекци ĕçне пурнăçлакансем çук..

Апат-çимĕç, эмел туянса илсе килетпĕр тесе улталакансем пур. Вĕсем ватă çынсем ăçта пурăннине пĕлсе адреспа çитеççĕ. Укçа ыйтса пулăшупа тивĕçтерессине калаççĕ. Укçа ан парăр — ултавçăсем унпа пĕрлех çухалаççĕ. Волонтерсем килсен те документсем, организацин телефон номерне ыйтăр. Кашни волонтерăн ятарлă кĕнеке пур.

Ултавçăсем коронавируса палăртакан экспресс-тестсем сутатпăр тесе суяççĕ, килте тест ирттеретпĕр, теççĕ. Интернетра та кун пек суя тест сутакансем нумай. Ан ĕненĕр, тест ан туянăр, ултавçăсене киле ан кĕртĕр. Экспресс-тестсем медицина учрежденийĕсенче çеç. Çитменнине, хальлĕхе Мускавра тата облаçĕнче кăна. Çавăн пекех коронавирусран нимĕнле хатĕр эмел çуккине те асра тытăр. Ăна сутакансене ан ĕненĕр.

«Карантинра ларнăшăн тӳлев параççĕ…» Çакăн пек çырнă смс-хыпарсем суя. Кун пек смс-хыпарсене, унта çынна ытларах ĕнентерме патшалăх портал паллине «çыпăçтарнă» пулсан та, телефонра «тасатăр». Ултавçăсем çырса янă телефон номерĕ çине те шăнкăравламалла мар, «укçа куçарса пама» теççĕ пулсан та, карттăн пин-кодне никама та пĕлтермелле мар. Çĕршыв шайĕнчи официаллă утăмсене правительство пĕлтерсех тăрать.

Камуфляж тăхăннă çынсем граждансене карантин режимне пăснăшăн «штрафланă» фактсем те пулнă. Право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсем кăна çынсем самоизоляци режимне пăхăннине тĕрĕслеме пултараççĕ. Ун пек чухне те вĕсем удостоверени кăтартаççĕ. Режима пăснине тупса палăртсан явап тыттарасси пирки вĕсем протокол çырма пултараççĕ, нимĕнле укçа та илмеççĕ. Ултавçăсенчен асăрханăр. Сыхă пулмалли пирки ватă çынсене каласа ăнлантарăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика