Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литурги кĕлли ирттернĕ

30 апреля 2020 г.

10 çул каялла персе вĕлернĕ хастар священник-благочиннăй протоиерей Анатолий Сорокин ятне Чăваш çĕрĕнчи Турра ĕненекенсемпе чиркỹ çыннисем аван пĕлеççĕ.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче вăл ĕçленĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи чиркỹре ăна асăнса литурги кĕлли ирттернĕ. Унта священниксемпе чиркỹ çыннисем, Анатолий аттен Тăрăнти тăванĕсемпе çывăх çыннисем пулнă. Аслă кĕлĕ вĕçленсен ун ячĕпе лартнă часовня умĕнче Мăнкун юррисене юрланă. Вăл çуралса ỹснĕ çурт стени çине Марийăпа Юрий Алексеев çемйи тăрăшнипе Асăну хăми вырнаçтарнă.

Юлашкинчен Тăрăн чиркĕвĕ çумне пытарнă Анатолий аттен вил тăпри çинче кĕске панихида (лития) кĕлли иртнĕ.

Л. ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика