Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Севастиан Архипов шывӗсем. Юрий Сементер

30 апреля 2020 г.

Севастиан Архипов шывӗсем
Баллада
Элӗкре вӑл Выла урлӑ каҫнӑ,
Сурӑм урлӑ каҫнӑ савӑнса.
Ҫуркунне ҫав шывсемпе ҫураҫнӑ,
Патварланнӑ пӗвесем тытса.
Етӗрне енче Сӑрпа туслашнӑ,
Чӑмнӑ, виҫнӗ ун тарӑнӑшне,
Каярах Атӑлпала паллашнӑ,
Кимӗпе хутланӑ анлӑшне.
Вӑрҫӑ! Днепр хумӗсем хӗрелнӗ
Севастиан Архипов юнӗпе,
Чӑвашла юрра Десна итленӗ,
Иртнӗ чух Чернигов ҫумӗпе.
Буг та Неман салтака ыр суннӑ
Урнӑ тӑшмана хӳтернӗ май,
Висла виҫӗ сулӑ илсе пынӑ,
Пулӑшнӑ совет ҫарне Дунай.
Одер, нимӗҫ ҫӗрӗнче пулин те,
Чыслӑн кӗтнӗ пирӗннисене,
Эльба шывӗ те юратнӑ питӗ
Тӑнӑҫлӑх кӳрен салтаксене.
…Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑтӑр ҫул иртсессӗн,
Ҫӗнтерӳн хӗвеллӗ кунӗнче
Ҫав шывсем пӗрлешнӗ те вунҫиччӗн
Пӑсран пӗлӗт пулнӑ ирҫинче.
Юманай патне пырса илемлӗн
Чарӑнса шкул сачӗ тӗлӗнче
Туслӑх ҫумарӗ ҫутарнӑ меллӗн
Йывӑҫсем хитрен ешериччен.
Шур кӗпеллӗ Севастиан пиччемӗр
Тӑнӑ тет ҫав ҫумӑр айӗнче,
Тумламсем, телей куҫҫулӗ евӗр,
Юхнӑ тет директор куҫӗнчен.
27.11.2019
Юрий Сементер

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика