Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Тури Вылти Архипов Севастиан.Юрий Сементер

30 апреля 2020 г.

Тури Вылти Архипов Севастиан
Баллада
Аннесем кӑмакана ҫӑкӑр хывнӑ майлах
Севастиан яшлӑхне вӑрҫа хыврӗ йӑлтах.
Пӗр пайне вӑл хӑварчӗ Мускав патӗнче,
Тепӗр пайӗ ҫӳрет Сталинград уйӗнче.
Ыттисем –Курск енче, Венӑра, Прагӑра,
Рейхстаг ҫийӗн вӗл-вӗл вӗлкӗшет ялавра…
Ма хитре ҫуркуннен ытарми йӑл кулли?
Ма тесен вӑл –Ҫӗнтерӗвӗн ырӑ палли!
«Севастиан! – ыталатчӗ ӑна ротӑри молдаван, -
Эсӗ – Атӑл ҫинччи парӑнман арӑслан:
Ҫапӑҫса чунсӑрлатрӑн фашист хурахне,
Эс кӑлартӑн тӳрре ҫут тӗнче шанӑҫне.».
«Ҫук, Ион, - тет ӑна Элӗк ҫӗрӗн каччи, -
Пирӗн туслӑх – ак мӗн Ҫӗнтерӳ туптави.».
Чӑнкӑ-чанкӑ тӑвать ҫичӗ орден-медаль.
Ҫӗмерле хыҫа юлчӗ, хыҫа юлчӗ Шӑхаль.
Тӑр-тари вирхӗнсе ҫекленет йӑвинчен, -
Севастиан килсе ҫитрӗ тӗнче вӑрҫинчен!
Акӑ кивӗ хапха. Тури-Вылӑм, салам!
Чим-ха, мӗн ку: ҫуннӑ, кӗленнӗ урам…
Вӑрҫӑра та пушарчӗ, ялта та пушар,
Эй, аттеҫӗм, аннеҫӗм, хирӗҫ тух, сасӑ пар!
Ҫӗнтерсе киле килчӗҫ пулсан ачӑрсем
Ҫӗнӗрен ҫӗкленеҫҫӗ тӑван ҫуртӑрсем!
09.05.2017 г.
Юрий Сементер

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика