Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » #ПĕрлеМухтанатпăр

30 апреля 2020 г.

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çĕнтерÿ кунĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçал вара çак уява урăхларах форматпа ирттерме тивет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та паянхи кун коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăрăва пула уяв мероприятийĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса йĕркелеме хушнă. «Чылай мероприятие малтан палăртнă йĕркепе ирттерме май килменни паллă. Анчах та халĕ инçет технологийĕ аталаннине шута илсе уяв мероприятийĕсене те урăх форматпа ирттермелле», — тенĕ вăл. Каланине сăмахпа çирĕплетсе Олег Алексеевич социаллă сетьре йĕркелесе янă «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă. Вăл фронтра çапăçнă аслашшĕ çинчен каласа панă. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансене те хăйсен тăванĕсем çинчен каласа пама ыйтнă. Социаллă сете вырнаçтарнă чухне #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанатпăр хэштэгпа вырнаçтарма сĕннĕ.
Ырă пуçару çак кунсенче анлă сарăлса пыни курăнать. Социаллă сетьсенче кашни кунах çĕнĕрен те çĕнĕ публикацисем хутшăнаççĕ. #ВместеГордимся #ПĕрлеМухтанатпăр хэштэгпа лартнă публикацисен йышĕ 5 пинрен те иртнĕ.
Хаклă вулаканăмăрсем, эсир те çак акцие хутшăнса вăрçăра пулнă хăвăрăн аслаçăрсем, кукаçăрсем çинчен каласа пама пултаратăр. Видеосене пирĕн пата ярса парсан та юрать, эпир вĕсене социаллă сетьсенчи хамăрăн страницăсем çине вырнаçтарса лартатпăр. Чылай видео лартма та ĕлкĕртĕмĕр. Районта пурăнакансем çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем те пирĕнпе çыхăнаççĕ, видеосем ярса параççĕ. Вĕсемпе Инстаграм, ВКонтакте, Одноклассники социаллă сетьсенче паллашма пулать. Аслисенчен пуçласа кĕçĕннисем таранах аслашшĕ-асламăшĕсемпе мухтаннине каласа параççĕ. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ çынсемпе эпир чăннипех мухтанатпăр.
Н.МЕДВЕДЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика