Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт иртет, хуйхă иксĕлмест

24 апреля 2020 г.

Ĕмĕр иртсе пынăçемĕн çак шухăша эпĕ тарăнрах та тарăнрах ăнланса пыратăп: çул хыççăн çул черетленни хуйхăна иксĕл- ме, пирчеме пулăшаймасть. Вăхăт сиплет тени те чуна лăплантарни, ăна тепĕр шухăшпа самантлăха пусарни çеç тесе шутлатăп...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май, кăтра çерем çинче чупса ỹснĕ ачалăха таврăнса хам çуралса ỹснĕ Туçари атте-анне çуртне шухăшăмпа йăпăртлăха çеç кĕрсе тухрăм пулин те, чун-чĕререн хурлантăм. Куç умне тỹрех кукамай - Петрова Любовь Александровна - тухса тăчĕ. Ялта ăна "Люпинкка аппа" тесе чĕнетчĕç. Ватă карчăк малти пỹртре Турăшпа юнашар стена çумне вырнаçтарнă тăватă сăн ỹкерчĕк умне чĕркуçленсе ларса йĕни паянхи пек хăлхара янăрать: "Митя, Микуль, Куçма, Çемен... Мĕншĕн сире пĕрне те киле таврăнма пỹрмен? Пурте тăшман мăшкăлĕ пултăр-ши?.." Е тата вăрçа каяс умĕн куккасем кашнийĕ хăйсен ячĕпе пỹрт умне лартса хăварнă тăватă йăмрана (шел, вĕсем пурте хăрчĕç) черетпе ыталаса такмакласа йĕни те куç умĕнчех. Хушăран тарăхса "Врош!" ("Врешь" тенĕ ĕнтĕ вăл вырăсла. Хут сахал вĕреннĕрен тĕрĕс калайман) тесе те вăрçатчĕ такама... Çемьене килнĕ усал хыпарсене чунĕ йышăнманран кукамай çапла каланине паян питĕ лайăх ăнланатăп. Мăнтарăн, вăл ялан ачисене, мăшăрне кĕтетчĕ, пĕри те пулсан тупăнасса, темиçе çултан та пулин таврăнасса шанатчĕ. Уксах-и, сусăр-и -пурпĕрех. Эпир вара, айван та шухăшсăр пĕчĕк мăнукĕсем, çакна та ăнланман, вăхăтĕнче кукамай хуйхине çăмăллатма та пуç çитмен. Тăратса лартса каçару çеç ыйтасчĕ те... Пĕр çемьерен тăваттăн нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса çичĕ ютра выртса юлнă-çке! Дмитрий, Николай, Семен - ывăлĕсем тата Кузьма Митрофанович мăшăрĕ. Кун пек çухату ялта урăх çук та. 1418 куна тăсăлнă Аслă вăрçа Тури Туçаран 228 çынна ăсатнă. Вăл шутра 7 хĕр те пулнă. Вĕсенчен 102-шĕн ячĕ вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи мрамор плиткăсем çине ĕмĕрлĕх çырăннă. Вăл шутра Петровсен хушамачĕ хыçĕнче - тăватă ят.

Вилĕм ункинче пурте пĕр тан

Тури Туçара та вăрçă кашни çемьене кĕрсе тухнă темелле. Тăван çĕршыва тăшманран хỹтĕлеме колхоз тата ял Совет председателĕнчен пуçласа бригадир, звеньевой, ферма заведующийĕ, учитель, тракторист, колхозник таранах фронта кайнă. Тĕрлĕрен аса илỹрен тата çырусенчен Петровсен çемйинчи пĕр ывăлĕ - Çемен - бригадиртан çар тумĕ тăхăнни паллă. Çакна фронтран янă çырăвĕсенчен те вуласа пĕлме пулать. Сăмах май каласан, вăл ывăлĕсенчен чи кĕçĕнни. Семен Кузьмич 1925 çулта çуралнă. Чăваш Республикинче 1995 çулта пичетлесе кăларнă "Астăвăм" ("Память") кĕнекинче салтак миçемĕш çулта вăрçа кайни паллă мар. Шел пулин те çемье архивĕнче те çак информаци ниçта та упранман. Анчах çак кĕнекерех "Рядовой Семен Кузьмич Петров пропал вез вести в феврале 1944 года" тенĕ йĕркесем пур. Çар комиссариачĕ тăратнă материалсенчен пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: Петровсен çемйине фронтран чи юлашкинчен ун пирки усал хыпар килнĕ темелле. Кукамайăн чи кĕçĕн ывăлĕнчен. Паян манăн алла лекнĕ çырусем те çакнах çирĕплетеççĕ. Вĕсене хисеплĕ таврапĕлỹçĕ, ял историйĕн кĕнекисен авторĕ Геннадий Мулюков (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пуçтарса пынă. 19 çулта тăшман мăшкăлĕ пулса пурнăçне татнă Семен çырусенче вăрçăри лару-тăру пирки кĕскен пĕлтернипе пĕрлех амăшĕпе Саня йăмăкĕшĕн, колхозри ĕçсемшĕн, пурнăçа кĕртеймен шухăшĕсемшĕн пăшăрханса çырать. "....Анне, сирĕн 500 тенкĕ укçăра илтĕм. Хăв та пĕлен, унпа нумаях пурăнма çук. Çынсем валли сухарисем илсе килеççĕ. Вăл пулсан пĕр уйăх лайăхах пурăнма пулать ĕнтĕ... Как-нибудь тăрăшса пăх-ха парса яма. Пĕр вăй та юлмарĕ. Пĕр çур çухрăм та чупаймастăп. Хамăр енчи чăваш ачисем пурте пĕрлех. Çуммăнах выртса тăратпăр. Анне, больницăна Патăрьелне вутă турттарнăччĕ, çавна ĕç кунне лартман, лартăр. Посылка ан яр. Атте, халĕ те илмен тет. Чипер юлăр. Эпир как-нибудь тытăнса тăратпăр. Тепĕр çыруччен. Ваççа лайăх вĕренет-и? 1943 çул, мартăн 16-мĕшĕ..", - тенĕ пĕр çырăвĕнче. Тепрехинче салтак çапăçу хирĕнчен аякра мар çырни паллă: "... Эпĕ шăтăкраччĕ. Манран 5 метрта мина çурăлчĕ. Сывă юлтăм. Çапла пурнăçсем кунта. Эпир Винницăран 50 çухрăмра тăратпăр. Ну, анне, урăх нимĕн те çырмастăп. Хăвăр та пĕлетĕр вăрçă мĕнле иккенне. Атте пирки начар хыпара Сачков пичче каларĕ. Ну все пока. Çыру ярăр. Анне, Саня, сывă юлăр. Унта может быть ман пирки çухалнă хыпар çитнĕ пуль. Ан ĕненĕр. Эпĕ таврăнатăпах яла. Ну все. Хамăр бригадăри работниксене пурне те красноармеецла салам...",-тенĕ "Полевая почта" номерĕпе янă тепĕр çырура.

Кукаçи - Кузьма Митрофанович Петров - вăрçа кайнă чухне çулланă арçын, тăватă ача ашшĕ пулнă. Ватлăх кунра пурнăçа сыпăнтарса пурăнас вырăнне унăн та алла пăшал тытма тивнĕ. Киле Люпинккапа 9 çулти Саня хĕрĕ çеç юлнă. Хĕрарăм аллине юлнă хресчен çемйи ыттисем пекех нушана кĕрсе ỹкнĕ. Ĕçми-çими, тырри-пулли çителĕксĕр, çурт-йĕрне те юсамалла, выльăх-чĕрлĕх- не усрама та хевти сахал... Кашни кун колхоза тухсан та ĕç кунĕшĕн нумай тырă парайман. Хуçалăхра ака-суха тума, тыр-пула пуçтарса илме йывăрлансах, кăткăслансах пынă. Ĕçе ытларах хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем çеç хутшăннă. Çемье пуçлăхĕ хăйĕн çырăвĕсенче хăрушă вăрçă синкерлĕхне, кирек хăш вăхăтра та вилĕмпе куçа-куçăн тăма тивнине пăхмасăр ялта юлнă мăшăрĕпе хĕрĕ пирки пăшăрханать: "... Люпинкка, эсир унта мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Колхозра ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Тырăсем ĕç кунĕ пуçне мĕн чухлĕшер лекеççĕ. Лекет-ши тата? Микульпе Митян хыпарсем çук-и, çавна çырса пĕлтер...". Кукаçи çак çырăва кукамай патне çырнă чухне икĕ ывăлĕ те- Дмитрий Кузьмичпа Николай Кузьмич- вилнĕ. Кун пирки хыпар каярах çеç çитнĕ. Шанăç юлашкинчен çеç вилет тенĕ евĕр, тĕпренчĕкĕсенчен юлашки кунчченех саламлă çыру кĕтрĕ кукамай. Çар комиссариатĕнчен умлă-хыçлах икĕ хыпар пĕлтернĕ хыççăн вара Любовь Александровна Петрова салтак амăшĕн тата салтак арăмĕн чĕрен пĕчĕк çеç пайĕнче упранакан курăни-курăнми çутă та лапах сỹннĕ. 1914 çулхи Петров Дмитрий Кузьмич рядовой, 1941 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнчи пĕр çапăçура вилнĕ, ăна Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи Хандрово ял масарĕнче пытарнă. Паттăр салтак виçĕ ача ашшĕ пулнă. Василий, Радий, Геннадий ывăлĕсене Васса мăшăрĕ пĕчченех ура çине тăратса ỹстерчĕ. Сăмах май каласан, 1991-1996 çулсенче Патăрьел районне ертсе пынă Василий Дмитриевич Петров (йывăр тăпри çăмăл пултăр) вăрçă паттăрĕн ывăлĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх работникĕ, Чăваш АССРĕн Верховнăй Канашĕн депутачĕ тата нумай хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ çын.

Вилĕм аллинче пурте пĕр тан теççĕ.Микуль шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă. Вăл та вăрçă пуçланнă хыççăн темиçе уйăхранах, 1941 çулхи августăн 5-мĕшĕнче, йывăр сурана пула вилнĕ. 22 çулхи Николай Кузьмич Петров танкист Псков облаçĕнчи Игнатово ялĕнче канлĕх тупнă.

Телейлĕ çын телейсĕре ăнланĕ-и?

Тăлăх йывăçа тăвăл та хуçать, унăн нуши те тăхăр сыпăклă теççĕ. Пĕр варта ỹтлен- нĕ тăватă пĕр тăванран пĕччен тăрса юлнă аннене - Александра Кузьминичнăна - çăмăл пулман. Кукамайăн нимĕнле те пуçа шăнăçайми хуйхине пайлаканĕ, ăна ăнланаканĕ пĕр вăл çеç пулнă. "Çынсем телейлĕ, вĕсен ашшĕ те, пĕртăванĕсем те вăрçăран таврăнчĕç. Пирĕншĕн çеç шăпа çапла çаврăнса тухрĕ-ши?" - çак сăмахсене анне кашни Çĕнтерỹ кунĕ умĕн каласа хурланатчĕ. Майăн 9-мĕшĕ пирĕн çемьешĕн чăн-чăнах та асăнупа хурлăх, куççуль кунĕ пулнине аса илетĕп. Кукамай çак кунхине Турăш вырнаçнă малти пỹртре тăватă çурта çутатчĕ, чĕркуçленсе ларса урисем хытса кайичченех йĕретчĕ. Чунне лăплантаракан - Митя, Микуль, Куçма, Çемен - тăватă ята такмакла-такмакла калатчĕ...

Хуйхă хуçнă пулин те юратнă кукамайăм ватăличченех пурăнчĕ, 87 çулта вилчĕ. Турă унăн хуйхи-суйхине çапла саплаштарчĕ-тăр. Пурнăç вара чарăнса тăмасть. Вăрçăра пуç хунă Дмитрийĕн ывăлĕсем пурте çемьеллĕ пулчĕç, ăрăва малаллла тăсрĕç. Любовь Александровнăпа Кузьма Митрофановичăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ - Александра Кузьминична та Николай Васильевич Галкинпа çемье çавăрса тăватă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Вĕсенчен пĕри шăпах эпĕ - çак йĕркесен авторĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Вăхăт иртет, хуйхă иксĕлмест

Ĕмĕр иртсе пынăçемĕн çак шухăша эпĕ тарăнрах та тарăнрах ăнланса пыратăп: çул хыççăн çул черетленни хуйхăна иксĕл- ме, пирчеме пулăшаймасть. Вăхăт сиплет тени те чуна лăп- лантарни, ăна тепĕр шухăшпа самантлăха пусарни çеç тесе шутлатăп...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика