Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Ивановăн утмăлмĕш çуркунни

22 апреля 2020 г.

 Пăшăрханма сăлтав çук

«Эпĕ шкулта вĕреннĕ çулсенче ака уйăхĕн 22-мĕшĕ çак кун В. И. Ленин çуралнă пирки календарьти чи паллă кунччĕ. Мана аттепе анне шăпах çав кун çут тĕнче кăтартнăшăн тем пекех тав тунă эпĕ вĕсене хăй вăхăтĕнче. Халĕ, çĕнĕ ĕмĕрте, урăх саманара пурăннă май, çав кунăн сумлă пĕлтерĕшĕ çухалчĕ пулин те, мана, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ, кун-çула тăван салапа, унăн тараватлă ĕçченĕсемпе çыхăнтарнă çынна, паян 60 çул тултарнă ятпа ырлăх-сывлăх сунакансем тупăнаççех пулĕ тетĕп».

Пучинкери Николай Михайлович Ивановăн çак сăмахĕсенче темĕнле иккĕленÿлĕх пурри сисĕнчĕ малтанах, кун пирки хăйне пĕлтерсен, вăл пĕр тăхтаса тăмасăр, çийĕнчех çапла хуравларĕ. «Паянхи лару-тăру сисчĕвлĕ пулма хушни калаттарчĕ-ха çакна. Хам ĕмĕрти утмăлмĕш çуркуннене кунашкал шухăшсен серепинче кĕтсе илесшĕн марччĕ. Тепĕр тесен, кулянса, пуç усса лармăпăр, тĕнче пăтăрмахĕ сĕвĕрĕлсе пĕтсен, ку вăхăт тĕлне кăçалхи тухăçшăн пуçланнă кĕрешÿ вĕçленмелле. Эпир те юбилейпа акатуй савăклăхне йышпа пĕрле киленÿллĕн паллă тумашкăн ирĕк илĕпĕр. «Карăк кати» те унччен çурхи тĕнче чĕрĕлĕвĕпе çĕнĕ тум уртса яма ĕлкĕрĕ. Алла тăк, пăшăрхану туйăмне «чĕртме» нимĕнле сăлтав та çук. Мана телей-тивлет сунакансене пурне те ем-ешĕл уçланкă варринче йĕркелекен вăйă картине чĕнĕп»,-сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ Николай Михайлович.

Çапла çырăннă пĕрремĕш йĕркесем

1967 çулта, çиччĕ тултарсан, салари вăтам шкул сукмакне «Букварь» тытнă ача такăрлатма тытăннă. Малтанхи кунсенчех тăрăшса та тимлесе вĕренме пуçланă Коля Иванов тарăн пĕлÿ илессишĕн çуннипе пĕрлех ял çыннисем тăвакан ĕç патне те туртăннине асăрханă аслисем. Çулсем иртсе пынăçем, ут-пĕвĕ тĕрекленсе çитнĕçем, çуллахи кану кунĕсенче лашапа уй-хиртен утă, улăм турттарма та хутшăннă вăл. Янаварсене юратасси çавăнтан пуçланнă та. Кайран, çитĕнсе çитнине пĕлтерекен документлă пулса тăрсан, каччă шоферсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă та «Крас­ный партизан» колхозăн Пучинкери лаша витинче конюхра ĕçлеме пырса кĕнĕ. Пушă вăхăтра машина рульне те çавăркаланă, ун хыççăнах конюшня картишĕнче ирĕкпĕн çÿрекен хушка пуçсем патне васканă. Çав тапхăрти ĕç кĕнекинче çырнă пĕрремĕш йĕркесене халĕ те хумханса та савăнса вулать Николай Михайлович.

Анчах урхамахсене Хум хĕрринчи улăх тăрăх чылай хушă кĕтсе çÿретме вăхăт пулман унăн. Вун саккăрта салтак ячĕ тухнă каччăна пучинкесем Совет çарне ăсатса янă. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Тында хулинче тăракан чукун çул çарĕсен полкĕнче хĕсмет ирттерекенĕн кун кĕнекине çĕнĕ йĕркесем çырăннă.

Тăван тăрăх туртăмĕ

Ытла та пысăк та вăйлă пулнă çав туртăм. Икĕ çултан Николай Иванов тăван Пу­чинке салинех таврăннă. Салтакра чухнех кăмăл-туйăмĕнче çирĕпленнĕ ĕмĕт-тĕллевĕ кил-йыш ытамĕнче тепĕр хут йăл илнĕ. «Вăрнарти ялхуçалăх техникумне каятăп!» - тенĕ вăл. 1980 çулхи кĕркунне каччă асăннă вĕренÿ заведенине кайса кĕнĕ те агроном-йёркелÿçĕ специальноçне алла илнĕ. Ăна çавăнтах Пучинкери виççĕмĕш бригадăна (кунсăр пуçне тата 2 бригада пулнă) шанса панă. Яваплă тивĕçе пурнăçланипе пĕрлех яш-кĕрĕм уй- хир бригадирне колхозри комсомол комитечĕн секретарьне суйланă. Мĕн тетĕр? Çăлкуç таппиллĕ вăй-халпа икĕ ĕçне те чыслăн пурнăçа кĕртсе пыма ĕлкĕрнĕ вăл. Ĕлкĕрнĕ кăна мар, районти ытти çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Нумай та вăхăт иртмен, çамрăк Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх куравне кайма тивĕçнĕ, унтан пăхăр медальпе тата «Çĕpĕçĕн шанăклă сыхлавçи» дипломпа таврăннă.

Çакăн хыççăн Пучинке ял канашĕн ертÿçинче тăватă çул ĕçлесе пиçĕхнĕ. Анчах чун-чĕри хир еннеллех туртнă. Николай Ми­хайлович хăй юратакан ĕçех малалла тăсас тенĕ. Колхоз правленийĕ сумлă вырăн сĕннĕ ăна: 1990 çултан вăл - колхозăн тĕп агрономĕ. Çĕрĕç культурине лайăхлатас, тăпра пулăхне ÿстерес енĕпе çине тăрса тимлени сая кайман: Николай Иванов тĕп агроном тивĕçне ĕçпе çирĕплетнĕ чухне тĕштырăсен вăтам тухăçне 30 центнертан та ирттернĕ. Вăл, тĕп ĕçрен уйрăлмасăр, Чăваш ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, агроном-ăсчахсен çемйине тăнă.

Колхоз председателĕнче ĕçленĕ Анато­лий Петрова район администрацийĕн пуçлăхĕн тилхепине шансан, унăн пушаннă вырăнне кам йышăнасси малтанах паллă пулнă. Çапла вара 2006 çулхи нарăс уйăхĕнче хĕрĕх улттăна ярса пуснă Николай Иванова колхозниксен пĕрлехи пухăвĕнче хуçалăх ертÿçине суйланă. Мĕн çавăнтанпах йывăр лава туртма кÿлĕннĕ пуçлăх пĕрлешÿллĕ те килĕшÿллĕ йышпа пĕрле тăваллах талпăнатъ, пĕр усĕм хыççăн теприне туса ентешĕсене кăна мар, района та чыс, савăнăç кÿрсе тăрать. Пучинкесен çитĕнĕвĕсем çинчен район хасатĕнче пĕрре кăна çырман, çавăнпа та ку хутĕнче вĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăмăпăр, пĕтĕмлетсе çакна кăна каласа хăварăпăр: «Красный партизан» колхоз вăл - мĕнпур ырă ĕçсемпе пуçарусен вырăнĕ, районти, республикăри экономика ăмăртăвĕнче малтисенчен пĕри. ЧР «Агро-Инновацисем» ХУП йĕркеленĕ «Агро-100» клубĕн яланхи членĕ.

Пучинкесем уй-хиртен, фермăран иле­кен тупăшсене ÿстерсех пыpaççĕ, çавна май районтан паракан ялавсемпе дипломсене тивĕçлĕ пулаççĕ. Николай Михайлович ертÿçĕ кăкăрне «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеп палли илемлетет. Кунсăр пуçне ăна тĕрлĕ çĕртен панă Хисеп хучĕсемпе дипломсен шутне тĕрĕс палăртма та йывăр.

Тăван тăрăх туртăмĕ мĕн паянхи кунчченех çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхас, çавăн пекех ялхуçалăх производствин ытти тытăмĕнчи ĕçсенче пĕр-пĕринчен уйăрмасăр туса пыракан канăçсăр чун-чĕреллĕ çынна хавшами вăй-хал парса тăрать.

Çичĕ хут тарпа касăлтарнă тырă çăнăхĕнчен пĕçерекен Пучинке çăкăрĕ мĕншĕн тутлин вăрттăнлăхне таçта шырамалла мар: кунти пекарьнăра ĕçлекен ăста хĕрарăмсенчен çеç ыйтмалла.

Çемье тăсать пĕр çемме…

Кун каçипе пысăк хуçалăхра çÿренĕ, унăн нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн пуçлăх киле таврăнать, ăна савнă мăшăрĕ Вера Николаевнăпа Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен Соня хĕрĕ кăмăллăн кĕтсе илеççĕ.

Çавpa сĕтел хушшинче ларнă чухне калаçу малалла тăсăлать. Кун пек чухне вара çемье ыйтăвĕсем малти вырăна тухса тăраççĕ.

Тăван килтен «вĕçсе кайнă» Любăпа Надя ашшĕпе амăшне шăнкăравламасăр пĕр кун та ирттермеççĕ. Вĕсем, Тăван çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕскерсем, хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ.

Пысăк хуçалăх ертÿçин ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн та кил ытамĕнчи пурнăçĕ малалла пыратъ. Вăл ыран мĕн-мĕн тумаллине палăртса хăйĕн кун кĕнекине çырса хурсан, яланхи йăлипе, кăмăл-туйăма савăклатас тĕллевпе аллине баян ярса тытать те шăппăн кăна çепĕç кĕвĕ калама тытăнать.

Вулакан çакна та пĕлтĕр: юбилейлă çуркуннене кĕтсе илекен Николай Иванова пурнăçра çĕнĕ каçалăксене ăнăçлă катса пыма музыкăпа туслă пулни те нумай пулăшать.

 

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика