Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркĕве çỹреме те, çăва çине кайма та чарнă

21 апреля 2020 г.

Коронавирус инфекцийĕ хальлĕхе пурте сỹтсе явакан, анлă сарăлнă темăсенчен пĕри пулса пырать. Ку чир ял-хулара пурăнакансене те, правительствăна та самаях калаçтарать, шухăшлаттарать, тĕрлĕ мерăсем йышăнма хистет.

Коронавирус сарăлассине чарас тĕллевпе профилактика мери йышăнса республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 14-мĕшĕнче хăй унччен кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ Указне улшăнусем кĕртнĕ.

Çапла майпа халĕ "Чăваш Республикин территорийĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцине (COVID-19) сарăлма парас мар тĕлĕшпе тумалли чару мероприятийĕсен комплексĕ çинчен" Указпа 2020 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ятарласа хушу кăлариччен Чăваш Республикинче çынсене чиркỹсене çỹреме тата çăва çине кайма чарнă. Чиркỹсенче кĕлĕсем тата литургисем иртĕç, анчах та çынсем хутшăннипе мар.

Енчен те чару вăхăтĕнче çынна пытарма тивсен, çăва çине çывăх тăванĕсен кăна кайма юрать.

Çак мерăсене ахальтен йышăнман. Кăчкă праçникĕ вăхăтĕнче çынсене чиркĕве кайма тăхтама, килтех кĕл тума чĕнсе каланă пулсан та, чиркỹсенче халăх пурпĕр нумай пулнă. Çитменнине - ватăсем, чир ерес тĕлĕшпе пушшех хăрушлăх шайĕнче тăракансем.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев видеоçыхăну мелĕпе республикăри тĕн обществисен представителĕсемпе, ра-йон тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсемпе, полици, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта сỹтсе явнă тĕп ыйту - Мăнкунра халăха чиркĕве кайма чарасси. Олег Алексеевич чиркĕве унта ĕçлекенсен çеç кĕме юранине пĕлтернĕ. Йăлана пăсса пулин те, хăй те кăçал Мăнкунра килте çемйипе ларассине каланă. Вăл çапла тума коронавируспа çыхăннă паянхи лару-тăру хистенине палăртнă.

Шупашкарта Мăнкун ячĕпе иртекен уяв кĕллине Чăваш наци телевиденийĕпе тỹрĕ эфирта кăтартĕç. Çавăнпа та Турра ĕненекенсене кăçал çак кĕлле телевизорпа пăхма сĕнеççĕ.

"Шел те, çынсен ăнланăвĕ, яваплăх туйăмĕ - чи малтан, хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхĕ çинчен шухăшласси - хальлĕхе кирлĕ шайра аталанман. Çавăнпа та пирĕн çакăн пек çирĕп мерăсем йышăнма тиврĕ", - тет Олег Николаев.

Олег Алексеевич каланипе эпир те килĕшетпĕр. Коронавирус инфекцийĕ Чăваш Енре те сарăлма пуçланăранпа кашни эрнерех Оперативлă штаб "Тỹрĕ лини" ирттерет.

"Тỹрĕ линире" ытларах çынсем килте лармалли режима пăхăнманнипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Иртнĕ эрнере пирĕн корреспондент "Тỹрĕ линие" шăнкăравласа районта пурăнакансем килте лармалли йĕркене пăхăнманнине пĕлтерни чылайăшне килĕшмерĕ: пĕрисене вĕсен ирĕклĕхне чарнă пек туйăнчĕ пулас, теприсем вара çак шăнкăрава пула ĕç хушăннăран кăмăлсăрланчĕç. Май пур таран сахалтарах тухса çỹремелли, ытларах килте лармалли йĕркене эпир шутласа тупман, ăна республика шайĕнчи Указпа çирĕплетнĕ. Районта пурăнакансен çав шăнкăравшăн пăшăрханса лариччен, çакна социаллă сетьсенче тата урамра кампа та пулин тĕл пулсан кăмăлсăррăн сỹтсе явиччен паянхи кун чăнлăхне ăша хывасси çинчен шухăшласчĕ. "Ун пек вирус çук", - тени, чылайăшĕ çакăнпа килĕшни район çыннисем ытла та çăмăлттайла шухăшланине пĕлтерет. Пирĕн сывлăх - хамăр алăра, района усал инфекци ан килтĕр, никам та ан чирлетĕр тесен яваплăрах пулмалла. Уйрăмах района ытти регионсенчен килнисене пырса тивет çакă - "эпĕ чирлĕ мар" тесе хăйсене хăйсемех "диагноз лартаççĕ" те пĕр шухăшсăр килĕсенчен ăçта кирлĕ, унта тухса çỹреççĕ...

Апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ "Тỹрĕ линире" те çынсене ытларах ытти регионсенчен килнисем "самоизоляци" режимне пăхăнманни пăшăрхантарни сисĕнчĕ. "Тỹрĕ линире" палăртнă тăрăх, ку енĕпе йĕркене пăхăннине тĕрĕслессипе полици ĕçченĕсем яваплă. Роспотребнадзорăн ĕçченĕсем килте лармалли пирки пĕлтерсе предписани параççĕ, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем чирлисене сыватаççĕ. Кашни районта ĕçлекен мобильлĕ бригадăсем вара çынсем килте лармалли режима мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, кирлех пулсан, протоколсем çыраççĕ.

"Тỹрĕ линире" хỹтĕлев маскисемпе çыхăннă ыйту та пулчĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта "Фармация" ГУП-ăн 23-мĕш номерлĕ аптекинче пĕр хут тата темиçе хут усă курмалли маскăсене 39 тенкĕпе туянма пулать. Кунтах парацетамол та, водород перекиçĕ те пур, хакĕ - 7 тенкĕ.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, темиçе хут усă курмалли маскăсене районта райпон çĕвĕ цехĕнче тата Хĕрлĕ Чутайри "Швейная фабрика" ТЯО-ра çĕлесе сутаççĕ.

Палăртса хăвармалла, коронавируспа çыхăннă ыйтусем пулсан республикăри "вĕри лини" телефонĕсемпе шăнкăравлама пулать: 8 (8352) 26-14-14, 58-24-48, 58-51-66.

Коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ республикăра хальлĕхе ỹссех пырать. Апрелĕн 16-мĕшĕнче, хаçата пичете хатĕрленĕ тĕле, республикăра пурĕ 126 çын коронавируспа чирленине тупса палăртнă. Вĕсенчен 2-шĕ сывалнă. Çак чире пула вилнĕ тĕслĕх те пур (вăл 79 çулхи хĕрарăм).

Пирĕн районта коронавируспа чирлисене тупса палăртман. Анчах та çакă пирĕн лăпланмаллине, килте лармалли режим çине алă сулмаллине пĕлтермест. Тĕслĕх вырăнне Тăвай районĕнче паянхи кун мĕн пулса иртнине илсе кăтартас килет. Унта 20 çын коронавируспа чирленине тупса палăртнă. Пĕр çын урăх регионтан килнĕ те тепĕр 19 çынна чир ертнĕ. 19-шĕ те - унпа тĕл пулнисем, тĕрлĕ çыхăнăва кĕнисем. Паянхи кун питĕ пăшăрханаççĕ иккен вĕсем çав çын аякран кил- сен унта та кунта тухса çỹренĕшĕн, килте ларманшăн. Анчах та чавса çывăх та - çыртма çук...

Çавăнпа та тепĕр хут çакна каласа хăварас килет: хамăра хамăр вилĕмсĕр тесе шутлас марччĕ, яваплăрах пуласчĕ, хамăрăн тата çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ çинчен шухăшласчĕ.

 

Надежда ХРАМОВА, районти социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр директорĕ:

- Хальхи вăхăтра районти социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр халăха йышăнмасть, çавăнпа та социаллă хỹтлĕх енĕпе сиксе тухнă ыйтусене электронлă почта çине çак адрессемпе ямалла: krchet-cson@cap.rusobes_kr_chet1995@mail.ru.

Енчен те 65 çултан аслăрах çынсене кирлĕ таварсем тата эмелсем çитерсе парассипе ыйтусем пур пулсан, 8 (83551) 2-12-11; 2-10-43; 2-16-96 номерсемпе шăнкăравламалла.

Çавăн пекех Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви коронавирус инфекцийĕн профилактикипе çыхăннă ыйтусемпе "вĕри лини" ĕçленине пĕлтерет. "Вĕри линие" 8 (8352) 26-11-11 номерпе 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен шăнкăравлама пулать.

А.СЕМЕНОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика