Алманчиковское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕршыв чысĕшĕн пуçне шеллемен

21 апреля 2020 г.

Эпир, вăрçă хыççăн çуралнă ăру, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене те шеллемен салтаксем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Манăн чуна чылайранпа Василий тетен шăпи хумхантарать. Эпĕ ăна курман, сăн ỹкерчĕк тата асаннене вăрçăран янă çырусенчен çеç пĕлетĕп.

Алманчă ялĕнчен фашистсемпе çапăçма 261 çын тухса кайнă. Вăл шутра 4 хĕрача та пулнă. Вĕсенчен 124-шĕ каялла таврăнайман.

Пирĕн килтен те вăрçа иккĕн хутшăннă. Атте - Сергей Никитич Никитин - 1906 çулта çуралнă. Фронта 1941 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă. 2 уйăх хатĕрленĕ хыççăн вăл Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăнать. Вăл вăхăтра атте 36 çулта пулнă. Ялтан пулнине кура ăна лашапа вăрçă хатĕрĕсене турттарма шанаççĕ.

1941 çулхи декабрь уйăхĕнче командир аттене лаша çуни çине вăрçă хатĕрĕсем тиесе малти лининче тăшмансемпе çапăçакан салтаксем патне леçме хушать, мĕнле çулпа каймаллине ăнлантарса парать.

Çав тери сивĕ çанталăк тăнă, çил-тăман алхаснă, çĕрле каймалла пулнă. Хăй шутланă тăрăх, вăл çитмелли çĕре çитнĕ, анчах та ăна никам та кĕтсе илмен. Аптранипе лашине чарса, кăшкăрма тытăннă: "Где вы русские. Отзовитесь!" Нумаях та вăхăт иртмест атте умне пĕр шап-шур халат тăхăннă çын тухса тăрать те: " Ан кăшкăр. 300 метрта нимĕçсем тăраççĕ", - тет.

1943 çулта атте вăрçăран инвалид пулса таврăннă. Сурансене пула 1965 çулта пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Аттен шăллĕ - Василий Никитич Никитин - 1921 çулта çуралнă. Вăрçа ăна 1942 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче илсе кайнă. Анне каланă тăрăх Василий тете яштака пỹ-силĕ, хитре сăн-питлĕ, ырă кăмăллă яш пулнă.

Эпир шкула çỹренĕ вăхăтра асанне арчине уçса Василий тете вăрçă хирĕнчен çырнă çырусене вулаттарнăччĕ.

Унта вăл тăшмана хамăр вырăс çĕрĕнчен хăваласа пырса Украина, Польша çĕрĕ çинче çапăçни çинчен çырнине астăватăп. Вăл стрелок-разведчик пулса 1-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче çапăçнă. 1944 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче нимĕç тылĕнче разведкăра пулнă вăхăтра тăшман салтакĕсене тĕп тунăшăн ăна "За боевые заслуги" медальпе чысланă.

1945 çулхи февраль уйăхĕнче вара киле Василий тете вилни çинчен хут килет. Унта вăл Польшăпа Германи чиккинчи çапăçура паттăрăн пуçне хуни çинчен хыпарланă.

Вăрçă пĕтнĕ хыççăн, унăн юлташĕ Кивĕ Ахпỹрт çынни тĕрĕс-тĕкел килне таврăнать, анчах эпир унăн ятне те, хушаматне те астумастпăр. Асанне Кивĕ Ахпỹрте кайса çав салтака шыраса тупса калаçать. Вăл каланă тăрăх Василий тете мина çинче сирпĕннĕ имĕш.

Анчах та çав салтаках 1947 çулта Сăкăта хăнана килсен Василий тете мĕнле вилнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парать. Çак кун унта аннепе пĕр тăванĕ тата аслă аппа та пулнă.

"Манăн Алманчăран служак пурччĕ, авланман йĕкĕт Василий Никитин. Вилчĕ, мĕскĕн... Вĕлерчĕç", - тесе калать тет. 1945 çулхи февраль уйăхĕнче вĕсем Василий тетепе пĕрле пĕр ушкăн тăшман тылне разведкăна каяççĕ. Вĕсем нимĕçсен пысăк ушкăнне тĕл пулаççĕ, тан мар çапăçу пуçланса каять. Василий тете çак тытăçура аманать. Ăна фашистсем çавăрса илеççĕ, парăнма хушаççĕ. Василий тете автоматпа тĕллесе тăракан пĕр нимĕç салтакне çĕçĕпе чиксе вĕлерет. Урса кайнă фашистсем ăна асаплантарма тытăнаççĕ. Темĕнле тĕпчесен те пĕр сăмах каламан юлташĕсем пирки. Нимĕçсем унăн хăлхисене касса илнĕ, ун хыççăн та парăнманнине кура икĕ куçне чавса илнĕ. Вăл çапах та сутăнман: "За Родину, за Сталина!", - тесе кăшкăрса йăванса кайнă тет...

Сăкăтран таврăнсан аслă аппа тетене тăшмансем мĕнле асаплантарса вĕлерни пирки каласа парать. Асанне çакна пĕлсен, кунне-çĕрне пĕлмесĕр йĕре-йĕре суккăрланнă.

Василий тетене Польша çĕрĕ çинче Глагоу хулинчи тăванла масара пытарнă.

Петр НИКИТИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика