Большешатьминское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инфекцие алхасма парас мар!

14 апреля 2020 г.

Красноармейски районĕн территорийĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăха сирсе ярас енпе рейдсем малалла пыраççĕ. Красноармейски районĕнче район администрацийĕн, федераци службин Чăваш Енри потребительсен прависемпе ырлăх-пурлăхне хỹтĕлес сферăри управленийĕн Çĕрпỹ районĕнчи территори уйрăмĕн тата РФ "Цивильский" ШĔМĕн Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем кунсерен пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2020 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 92 №-лĕ Указне граждансем, предприятисемпе организацисем, учрежденисем епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, йĕркене пăснисен фиксаци акчĕсене çыраççĕ. Иртнĕ эрнере палăртнă ушкăнсем районти ял тăрăхĕсене çитсе килчĕç. Упи ял тăрăхне полици уйрăмĕн участковăйĕ А.В. Павлов, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Н.И. Васильев, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Димитриева пулчĕç. Ушкăн Мускавран ĕçлесе килнисем хăйсене уйрăм тытмалли йĕркесене еплерех пăхăннине тĕрĕслерĕç. Рейд вăхăтĕнче 1 çын йĕркене пăснине тупса палăртрĕç, ăна асăрхаттару пачĕç. Коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе ирттерекен мероприятисене пăхăнманшăн яваплăх пурри çинчен тепĕр хут ăнлантарчĕç. Çавăн пекех самоизоляци режимне тытса пымалли сĕнỹсем тата памяткăсем пачĕç. Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429635, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Большая Шатьма
Телефон: 8(83530) 37-2-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика