Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĔТ-ШУХĂШ МАЛАЛЛАХ

14 апреля 2020 г.

ĔМĔТ-ШУХĂШ МАЛАЛЛАХ

Çурхи хĕвел кантăкран кĕричченех ыйхă мĕнне пĕлмен Смолинсем ура çинче. Йăпăр-япăр пит-куçне çуса уçăлтараççĕ те, вĕри чей е кофе ĕçсе тăмасăрах, картишне васкаççĕ. Хуçисене кĕтсе ĕне выльăхĕсем те ура çине тăнă. Виссарионпа Ирина чи малтанах вăкăрсен ай сарăмне тасатрĕç, унтан вĕсене утă пачĕç, шăварчĕç. Нумаях пулмасть пăруланă çамрăк ĕнене сăвасси паян хĕрарăма лекрĕ, арçынна ытти çăмăл мар ĕçсем тивĕçрĕç. Смолинсем: «Ку санăн, ку манăн ĕç», – тесе тăрасси çук. Хăшĕ мĕн ĕлкĕрет – çавна пурнăçлать.

Хальхи вăхăтра Смолинсен кил картинче 8 вăкăр, çамрăк ĕне тата пушмак пăру çитĕнет. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хунăран часах кил хушшинчи ирхи ĕçсене вĕçлерĕç. Сакăр теçеткерен иртнĕ Мария Гавриловна та ачисене пулăшма васкать. Ахаль ларма пĕлмест. Ывăлĕпе кинĕ выльăхсене пăхса кĕнĕ çĕре сиплĕ курăксенчен чей вĕретме, апат пĕçерме ĕлкĕрнĕ вăл.

– Пĕрре те ÿркенмест. Кăштах кан, эпир хамăрах, тесе те пăхатпăр. Эпир ĕçрен таврăниччен витене тухса выльăхсене апат парать, тислĕке аяккине илсе хума та ĕлкĕрет, – ăшшăн пуплеççĕ амăшĕ пирки ачисем.

Пĕрре пăхсах курăнать, çулĕсене кура мар вăр-вар, çурхи кун сивĕрех тăнине пăхмасăр, картишне тумтир тăхăнмасăрах вашаватлăн тухса кĕрет ватă.

Çу кунĕсенче çулсеренех Смолинсен кил карти чăх-чĕппе пуян. Вĕсен шучĕ 80-ран та иртет. Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене пăхассине ытларах хăй çине илнĕ.

Мария Гавриловнăпа Анатолий Арсентьевич виçĕ ачана пурнăç пилленĕ. Çемье пуçĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Кĕçĕн ывăлĕ ашшĕнчен виççĕре тăрса юлнă. Халĕ унăн çемйипе ăшăнса пурăннине пытармарĕ амăшĕ.

Смолинсем халĕ пурăнакан Çÿлтикас урамне 14 çул каялла пурăнма куçнă. Вунă çул хăпартнă кирпĕч çурта çамрăксем. Унчченхи çурт йÿçĕк вырăнта вырнаçнă пулин те ăна та хупман. Унти витесем те туп-тулли. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ сахал мар. Вĕсемсĕр пуçне сăвăнакан ĕнесем те пур.

– Ялта пурăнакан çыннăн картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе пуян пулни килĕшÿллĕ. Алă усса ларсан укçа-тенкĕллĕ пулаймăн. Ачасене вĕрентсе çын тумалла-çке. Диана аслă пĕлÿ илчĕ-ха. Ĕçлет. Халĕ Ольăшăн тăрăшатпăр. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 5-мĕш курсĕн студенткине анлă пурнăç çулĕ çине кăлармалла, – теççĕ ашшĕпе амăшĕ пĕр шухăшлăн.

Выльăх-чĕрлĕх усранипе кăна мар, севок сухан лартса илес тĕлĕшпе те çанă тавăрса тăрăшать харсăр çемье. 1,5 гектар çинче лартса илеççĕ ăна. Çăвĕпе пĕр канăç та курмаççĕ. Кăçал севок хакĕ тивĕçлĕ пулчĕ те çĕр-аннемĕр çинче пилĕк авакансене тупăш илме май пачĕ. Çакă малалла тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çак кунсенче ăна акса та хăварнă.

Çĕр çинче пĕччен е иккĕн тăрăшнипе мала каяймăн. Ачисем те çу кунĕсене канма е каникула килсессĕн тÿрех севок ани çине утаççĕ. Пахча çимĕçе çум курăкран тасатмаллине ашшĕпе амăшĕ каласса кĕтмеççĕ. Ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ пĕр тăвансем укçа-тенкĕ хакне лайăх пĕлеççĕ. Унчченех пушă ларакан çуртсен паçмисене, унта хыт хура ан ашкăнтăр тесе, хуçисемпе килĕшсе усă кураççĕ.

Виссарионпа Ирина çине сăнаса пăхнă май, аллисем ĕçпе кушăрханă пулсан та, пит-куçĕнче телей шевли выляни туйăнать. Мăшăр пĕр-пĕриншĕнех çут тĕнчене килнĕ çав. Паян та вĕсем вун çиччĕри пекех юрату ытамĕнче киленсе пурнăç илемĕпе савăнаççĕ.

…Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Аслă Шăхаль каччипе каçхине хапха умĕнче юрату юррисем шăрантарса ларнă чухне паллашнă. Пĕрре тĕл пулсах килĕштернĕ пĕр-пĕрне хĕрпе йĕкĕт.

– Ывăлăма салтака ăсатма килсенех сăпайлăхĕпе килĕшрĕ мана вăрăм çÿçлĕ хĕр, – тесе пĕлтерчĕ Мария Гавриловна.

Виссарион /ялта ăна Визор теççĕ/ салтак тивĕçне Афганистан çĕрĕ çинче пурнăçланă. Çар тумне тăхăниччен тăван колхозра водительте ĕçленĕрен салтакра та автомашинăпа çÿренĕ. Савнă хĕрĕ патне çырнă çырусенче каччă, паллах, вăрçăра çапăçнине шарламан. Каярахпа кăна, кăштах систерсен, Ирина савнă каччи ырă та сывă таврăнтăр тесе кĕлĕсем вуланă, чиркÿре çуртасем çутнă.

– Пульăсем шăхăрни халĕ те хăлхаран каймасть, – тет воин-интернационалист. – Аннепе савнă хĕрĕн кĕллисем вăрçăран сывă таврăнма пулăшрĕçех.

Икĕ çул ытла юратăва туптанă çамрăксем 1990 çулта çемье çавăрнă. 20-ри хĕр, аслă шкулта вĕреннине пăхмасăр, яла юлса савнă мăшăрĕпе пĕр сукмакпа утма пуçланă.

Виссарион тăван колхозра водительте, каярахпа Канашра милиционерта ĕçленĕ. Ирина нумай шухăшласа тăман, çывăхри сысна фермине вырнаçнă. Хуçалăх ертÿçисем çамрăкăн пултарулăхне кура ветфельдшера вĕренме янă. Унтанпа çирĕм çул иртсе кайнă. Ирина хальхи вăхăтра «Колос» ЯХПКра ĕне ферминче выльăх тухтăрĕнче тăрăшать. Правлени членĕ общество ĕçĕнче те хастар. Мăшăрĕ те кунтах, пăрусем пăхать. Вырма вăхăтĕнче йĕтемре тырă алланă çĕрте те вăй хурать.

– Кин чăннипех ÿркенмест. Малтанах манран курса пĕтĕм ĕçе хăнăхса пычĕ. Ывăлпа иккĕшĕ юнашар тăрса шăкăл-шăкăл калаçса вăй хунине курсан чун савăнать, – чунне уçать Мария Гавриловна.

Смолинсем çулсерен килти хушма хуçалăха аталантарса пыраççĕ. Ахальтен мар иртнĕ çул «Районти чи лайăх хушма хуçалăх» ята çĕнсе илнĕ. Çак сумлă ята Акатуйра пани хастарсен кăмăлне тата çĕкленĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн, çĕр çинче тар кăлараканăн ят-сумĕ чакманшăн епле хĕпĕртемĕн;!

– Ĕçлекен валли ялта ĕç яланах пур, – тет мал ĕмĕтлĕ мăшăр хавхаланса.

Ирина Александровнăпа Виссарион Анатольевич пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлĕ ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Çамрăкрах чухне хĕрарăм нумай тĕрленĕ, çыхнă. Халĕ пÿртре кăна мар, урамри палисадникре чечексем нумай ÿстерет. Çулла вĕсен капмар та пысăк çурчĕн территорийĕ таврана илем кÿрет.

Юрă-ташăран та аякра мар харсăрсем. Килĕшÿллĕ мăшăр Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿреме те вăхăт тупнă. Вĕсемех хĕрÿ точкăсене хутшăннисен ячĕпе иртекен районти тĕрлĕ ăмăрту-фестивальтен те пăрăнмаççĕ. Ирина кăçал та тупăшусенче дипломсемпе парнесене пĕрре мар тивĕçнĕ. Çавăн пекех районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕнче Курнавăш ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлесе мечĕке баскетбол сеткине ывăтас енĕпе пĕрремĕш тухнă.

– Иксĕмĕр те пилĕк теçетке урлă каçрăмăр. Çемье чăмăртани 30 çул иртнине сиссе те юлаймарăмăр, – тет телейне çемьере, ĕçре тупнă мал ĕмĕтлĕ теветкеллĕ мăшăр.

Ĕмĕт-шухăшĕ малаллах йыхравлать ĕçченсене.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Смолинсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика