Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли ăстаран тимĕре "чун" кĕртет

14 апреля 2020 г.

Пурнăçра ачана тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси пысăк вырăн йышăнать. Пĕчĕкскер ỹссен килĕшекен профессипе ĕçлетĕр тесен ашшĕ-амăшĕн вăл мĕнле вăйăсем выляма юратнине, мĕнпе кăсăкланнине шута илсе унăн пултарулăхне аталантарса пымаллине палăртаççĕ педагогсем. Туçара пурăнакан Эдуард Плечов, акă, ача садне çỹренĕ чухнех машина-трактор ăсталама юратнă.

- Аттепе пĕрле лавккана кайсан ялан конструктор илтереттĕмччĕ. Савăнса кайсах ăна пуçтараттăм. Шкула çỹреме тытăнсан авиамодель кружокне çырăнтăм. Ытти ачасем илемлĕ литература вуланă чухне эпĕ библиотекăра "Моделист-конструктор" журнала тĕпчеттĕм. Вăл уйăхра пĕрре çеç килетчĕ, кашни номере чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Килте "Юный техник" журнал та çырăнса панăччĕ. Вĕсене эпĕ халĕ те упратăп.

Тăххăрмĕш класра чухне класс ертỹçи Мария Зиновьевна Табакова пире килти вулав кĕнекисене шкула илсе килме, вĕсемпе паллаштарма ыйтрĕ. Эпĕ хамăн журналсене йăтса кайрăм. Маншăн вĕсенчен интереслĕреххи нимĕн те пулман, - тесе аса илет Э. Плечов.

Журналсенчи канашсемпе усă курса аллине аттестат иличченех каччă трицикл (виçĕ кустăрмаллă мотоцикл) ăсталанă. Çакăн хыççăн вара техникăпа тата ытларах та ытларах кăсăкланма пуçланă. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчи механизаци уйрăмĕнчен вĕренсе тухни те ĕçре ăна чылай пулăшу кỹнĕ.

Паян Туçари Эдуард Плечов пирки "Кулибин" тесех калама пулать. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл тимĕре "чун" кĕртет. Хирте, кил-тĕрĕшре ĕçлеме икĕ трактор пухнă. Кăкарса çỹремелли агрегатсем, вутă çурмалли, мотобуксировщик, юр тăрăх çỹремелли хатĕрсем, вăрлăх сухана çавăрттарса тасатмалли барабан гаражра вырăн тупнă. Нумай пулмасть вара вăл юр çийĕн те, пылчăклăрах вырăнта та çăмăллăнах çỹрекен гусеницăллă техника (гусеничный вездеход) туса пĕтернĕ.

- Малтан юр тăрăх çỹрекен хатĕрсене камерăпа тăваттăм. Вĕсем вара час-часах шăтатчĕç. Сунара кайсан пĕрре мар нушаланнă. Гусеницăллă техникăсăр май çуккине ăнланса илтĕм. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме Интернет нумай пулăшать. Халь унта мĕн кирлине йăлтах тупма пулать, çак енчен питĕ аван. Çурçĕрте, тайгара пурăнакансем хăйсем хатĕрленĕ техникăпа паллашрăм та вездеход тума тĕллев лартрăм. Пĕлтĕр çуркунне кирлĕ япаласене хатĕрлеме пикентĕм. Октябрь уйăхĕнче пухма пуçларăм та февральте пĕрремĕш хут унăн рулĕ умне лартăм. Ĕçĕ йăлтах вĕçленмен-ха: мотора хупламалла, айккисене тирпейлемелле тата ытти те. Юр тăрăх та, сухаланă анапа та унпа çăмăллăнах çỹреме пулать. Тĕрĕслесе пăхнă. Аттепе аннен те çулĕсем аслăланса пыраççĕ, вĕсен пурнăçне çăмăллатас тесе вутă çурмалли хатĕре хута ятăм, - тет Э. Плечов гаражĕнчи техникăпа паллаштарса çỹренĕ май.

Эдуард Николаевич тимĕр-тăмăртан тĕрлĕ япала тăвассипе кăсăкланнисĕр пуçне улттăмĕш çул вĕлле хурчĕсем тытать. Çавăн пекех сунара, пулла кайма та вăхăт тупать. Мăшăрĕпе, районти тĕп больницăра невропатолог пулса ĕçлекен Марина Геннадьевнăпа, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен хĕрне тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика